Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламлани

Хисеплĕ ентешсем!

Сире Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Ҫак уяв пирĕн халăх пĕрлĕхне, вăл Тăван ҫĕршыва юратнине, унăн хăвачĕпе аталанăвĕшĕн пĕтĕм вăя пама хатĕррине сăнарлать. Шăпах пĕрлĕх тата пĕр-пĕрне тĕревлени пире яланах вăрҫăра та, тăрăшуллă ĕҫре те ҫĕнтерӳ тума пулăшнă.

Хамăрăн ҫĕршывпа мăнаҫланни, патриотизм, тĕрĕслĕх идеалĕсене, ырăпа тăнăҫлăха тӳрĕ кăмăлпа хӳтĕлени пире паян та пĕтĕҫтереҫҫĕ. Чăваш ҫĕрĕ ҫинче тĕрлĕ наци, этнос ушкăнĕсен тата тĕн конфессийĕсен ҫыннисем килĕштерсе туслă пурăнаҫҫĕ. Пирĕн патшалăх политикин тĕллевĕ - вĕсен авалхи пуян культурине, чĕлхине, хăйне евĕрлĕ йăли-йĕркине упраса хăварасси, малалла аталантарасси.

Обществăри тăнăҫлăхпа ҫураҫăва упрасси пирĕнтен кашнийĕнчен, пирĕн яваплă граждан позицийĕнчен, эпир пĕр-пĕрне хисепленинчен нумай килет. Пĕрлехи пархатарлă ĕҫе пула пирĕн республика илемленсе пырать, унăн экономика хăвачĕ ҫирĕпленет, социаллă сфера аталанать, пурнăҫ пахалăхĕпе шайĕ пысăкланаҫҫĕ. Ҫакă -   Чăваш Енре пурăнакан кашни ҫыннăн тава тивĕҫлĕ ĕҫĕ, тăнăҫлăх, общество ырлăхĕн, пирĕн ачасен телейлĕ пуласлăхĕн никĕсĕ!

Пĕрлĕхĕмĕр пире малашне те наукăра, культурăра, экономикăра, спортра ăнăҫу тума пулăшса пытăр, ҫĕнĕ ҫĕнтерӳсем патне ăнтăлма хавхалантартăр! Пурне те  ҫирĕп сывлăх, телей, юратнă Чăваш Ен, пĕтĕм ҫĕршыв ырлăхĕшĕн тăвакан ĕҫре ҫитĕнӳсем сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                         Михаил Игнатьев



04 ноября 2019
07:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter