Чăваш Енре пурăнакан 30 пин ытла ҫын Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа ирттернĕ мероприятисене хутшăннă

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Канашлăва пухăннисем Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа ирттернĕ мероприятисене тишкернĕ, пĕтĕмлетӳ тунă.

Регионта пурĕ 500 ытла мероприяти пулнă, вĕсенче пĕтĕмпе 30 пин ытла ҫын хутшăннă. Тĕп уяв Чăваш Енĕн тĕп хулинче Республика тӳремĕнче иртнĕ, митинг-концертра 5 пин ҫын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă. Вăл кун Православи тĕнне ĕненекенсем кĕлĕ вуласа утнă, унта 500 ҫын хутшăннă.  Пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланнă, пăтăрмахсем пулман.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче республикăра мĕнпур мероприятисем графикпа килĕшӳллĕн йĕркеллĕ иртсе кайнине хыпарланă.  Хулара Республика тӳремĕнче тĕрлĕ парти представителĕсем уяв-митинга хутшăннине асăннă, вĕсем "Единая Россия", "Справедливая Россия" тата ЛДПР тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. Регионти КПРФ ку хутĕнче уяв митингне хутшăнманнине пĕлтернĕ сăмах май.   



05 ноября 2019
13:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter