Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалланă митинг-концерта Шупашкарта пурăнакан 5 пин ытла ҫын хутшăннă

В Чебоксарах в митинге-концерте, посвященном Дню народного единства, приняли участие более 5 тысяч горожан и гостей столицы ЧувашииЧӳк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Республика тӳремĕнче Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа митинг-концерт иртнĕ. Паллă пулăма Шупашкарта пурăнакан 5 пин ытла ҫын хутшăннă.  

Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путинăн салам ҫырăвне, Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева тата регионта пурăнакансене Халăх пĕрлĕхĕн кунĕпе саламланине сцена ҫинчен пухăннă ентешĕмĕрсене, килсе ҫитнĕ хăнасене вуласа панă. Ҫак уяв пирĕн халăх пĕрлĕхне, вăл Тăван ҫĕршыва юратнине, унăн хăвачĕпе аталанăвĕшĕн пĕтĕмпех тума хатĕррине сăнарлать. Шăпах пĕрлĕх тата пĕр-пĕрне тĕревлени пире яланах тăрăшуллă ĕҫре ҫĕнтерӳ тума пулăшнине палăртнă, хамăрăн ҫĕршывпа мăнаҫланни, патриотизм, тĕрĕслĕх идеалĕсене, ырăпа тăнăҫлăха тӳрĕ кăмăлпа хӳтĕлени пире паян та пĕрле пулма витĕм кӳрсе пынине асăннă салам йĕркисенче.

Уяв мероприятине пухăннисене ăшшăн Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.  

Республика Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ пурсăмăра та пĕр чăмăра пухнине каланă. Ҫанталăк лăпкă мар, сивĕ, пур-пĕрех ҫынсене пĕрлĕх пĕрлештерсе тăнине, чун-чĕресем хавхаланса, пĕрне-пĕри ăшă туйăмсем парнеленине каланă. Уяв халăх пĕрлĕхре пулнине ҫирĕплетет, Тăван ҫĕршыва юратнине палăртать тенĕ регион Пуҫлăхĕ. Пĕр-пĕринпе килĕшсе туслă ĕҫлесе пынине кура, ҫитĕнӳсем тума май килнине, кирек-епле йывăрлăха та парăнтарма пултарнине каланă сăмаха ҫавăрса.   

«Эпир Чăваш Енре, Раҫҫейре юратура, тăнăҫлăхра, туслăхра пурăнма тăрăшатпăр. Ҫапла пулни шăпах та, пурсăмăра та килĕшет. Тăнăҫлă аталанса пыракан регионта пурăнасси пысăк хисеп. Вăл вара чи пахи», – каланă сăмаха малалла тăснă май.   

Обществăри тăнăҫлăхпа ҫураҫăва упрасси пирĕнтен кашнийĕнчен, пирĕн яваплă граждан позицийĕнчен, эпир пĕр-пĕрне хисепленинчен нумай килет. Пĕрлехи пархатарлă ĕҫе пула пирĕн республика илемленсе пырать, унăн экономика хăвачĕ ҫирĕпленет, социаллă сфера аталанать, пурнăҫ пахалăхĕпе шайĕ пысăкланаҫҫĕ. Ҫакă – Чăваш Енре пурăнакан кашни ҫыннăн тава тивĕҫлĕ ĕҫĕ, тăнăҫлăх, общество ырлăхĕн, пирĕн ачасен телейлĕ пуласлăхĕн никĕсĕ тенĕ Пуҫлăх сăмаха ҫавăрса.

Митинга пухăннисене ҫавăн пекех Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Малов, Леонид Черкесов, «ЕДИНАЯ РОССИЯ»  пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Юрий Кислов, «СПРАВЕДЛИВАЯ РОССИЯ» политика партийĕн регионти уйрăмĕн Бюро Совечĕн секретарĕ Игорь Моляков, ЛДПР политика партийĕн регионти уйрăмĕн Координаци Совечĕн членĕ Эдуард Петров саламланă.

Уяв программи юрĕ-кĕвĕпе тулнă, пултарулăх ушкăнĕсем  халăха хаваслă кăмăл-туйăм парнеленĕ.

Фоторепортаж



05 ноября 2019
08:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter