2020-мĕш ҫулта кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса 3% шайĕнчи ялти ипотека вăя кĕрет

Чӳк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе, хăш-пĕр муниципалитетсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Ку хутĕнче регион Ертӳҫи ĕҫе ырă хыпартан пуҫланă, 2020-мĕш ҫултан пуҫласа ялта пурăнакансем валли ҫăмăллăх ипотеки пулассине каланă, кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса ялти ипотека вăя кĕрессине пĕлтернĕ.

Михаил Васильевич ҫапла каланă: «Ку ипотека ялта çурт-йĕр çавăрас кăмăллă çынсемшĕн питĕ курăмлă пулăшу пулĕ. Условисем уçăмлă ĕнтĕ. 3 миллион тенкĕ таран илме май пулĕ – 25 çуллăхах. Чи пĕлтерĕшли — кредита тавăрса памалли процент виçи пĕчĕкки, 3% шайĕнче кăна, ҫакнашкал условисем нихăçан та пулман», — тенĕ, кивçене 21-65 çулсенчи çынсем, ялта ĕçлекенскерсем, илме пултарĕç.

Регион Пуҫлăхĕ республикăра ҫĕрсем самай пуррине асăннă. Апла пулсан, вăл лаптăксем ҫинче ҫемйесем ҫурт-йĕр хăпартса лартни вырăнлă тенĕ сăмаха малалла вакланă май.  Калăпăр ял хуҫалăх валли уйăрнă 2,8 пин га ҫĕр лаптăкне ял посленийĕсене тавăрса панă. Унта малашне ҫуртсем лартма та пулать. «Асăннă лаптăксенче пурĕ те 10-20 проценчĕ усă курăнать хальлĕхе.  Кам та кам харпăр хăй пурлăхĕ тесе регистрацилеме те ĕлкĕрнĕ ҫĕрсене.  Енчен те предпринимательсем ҫĕрсемпе тĕллевлĕ усă курмаҫҫĕ пулсан, вĕсенчен каялла илмелле, ĕҫлеме пултараканнисене тивĕҫтермелле. Хăшĕсем ҫĕрсене хаклăрах хакпа сутса услам тума та ĕлкĕрнĕ.  Комплекслă объектсем хута ямалла, халăха валли пурăнма ҫурт-йĕр хăпартмалла», — ҫирĕппĕн каланă вăл.   

Прогноз: ялти ипотека республикăри ялсенче вăтамран 20 пин çурт тăвассине никĕслемелле. ахăртнех, ялсенче уйрăм çынсем çурт тăвасси чакса пырать. Калăпăр, 2015 çулта 250 пине яхăн тăваткал метр çурт тунă, юлашки çул кăтартăвĕ вара икĕ хут пĕчĕкрех. Çакăн çинчен каланă май Михаил Игнатьев республикăра пурăнакансем темиçе çул хушшинче килти хушма хуçалăха аталантарма 28 миллиард тенкĕ кредит илнине аса илтернĕ, ун шучĕпе, ялти ипотека тĕлĕшпе те çакăн евĕр хастарлăх пулмалла. Нумай ачаллă  ҫемьесем валли ҫурт тăвакансене ҫăмăллăх условийĕсем йĕркелесе пама тăрăшмалла. Тепре чухне халăх хăй тĕллĕн ҫурт лартаймасть, вĕсем хаваспах хваттер илме кăмăл тăваҫҫĕ. Апла пулсан, нумай хваттерлĕ ҫуртсем хăпартса лартни питĕ кăмăллă.

Ялти ипотека пирки граждансемпе анлăрах ĕҫлемелле, кирлĕ пек мĕнпур хыпарсене вăхăтра вĕсем патне илсе ҫитермелле. 



05 ноября 2019
14:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter