Чăваш Енре Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне паллă тунă

Праздник работников сельского хозяйства и перерабатывающей промышленности отметили в Чувашской РеспубликеШупашкарта Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне паллă тунă, уяв чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче иртнĕ. Уява кашни район аграрийĕсен делегацийĕ хутшăннă. Савăнăçлă пухăва уçиччен «Шупашкар-Арена» керменте  хăнасене тирпейлекен промышленноç предприятийĕсем хатĕрлекен продукцие кăтартнă. Вĕсем: Чувашпотребсоюз», «Акконд», «Чебоксарский мясокомбинат», «Моргаушское яйцо», «Ядринмолоко», «Вурнарский мясокомбинат», «Хлеб»  АУО. Вĕсемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паллашнă, паха апат-çимĕçшĕн ертӳçĕсемпе ĕç коллективĕсене тав тунă.

Ҫĕр ĕҫченĕсене, ял хуҫалăх пайĕнче вăй хуракансене чи малтан професси уявĕпе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă, агропромышленноçра нумай çул ĕçленисен, пысăк ӳсĕм тунисен пĕр ушкăнне патшалăх тата ведомство наградисене парса хавхалантарнă,  чăваш эстрада ҫăлтăрĕсем пухăннă халăха хаваслă юрă-кĕвĕ парнеленĕ.    

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов кăçал ял хуçалăх культурисем туса илессипе тата вĕсене пухса кĕртессипе, апат-çимĕç хатĕрлессипе, ăна çĕршывра тата чикĕ леш енче сутассипе пурнăçлакан ĕçсем çинчен каласа кăтартнă.  Атăлҫи федераци округне кĕрекен регионсем хушшинче Чăваш Ен малтисен ретĕнче тăнине, республикӑри ҫӗр ӗҫченӗсем сӗт, аш-какай, пахча ҫимӗҫ, ҫӗр улми, ҫу паракан культурӑсем туса илессине ӳстерсе пынине, хуҫа­лӑхсенче малта пыракан технологисене, производствӑпа тирпейлес ӗҫри лайӑх мел­сене ӗҫе кӗртнине, ку чухнехи пысӑк тухӑҫлӑ техника ту­я­ннине, инвестици проекчӗсене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланине, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ­сем йӗрке­ленине каланă.   

«20182019-мĕш ҫулсенче кĕркуннепе хĕлле лăпкă пулманнине кура, аграри тытăмĕнче тăрăшакансем чылай йывăрлăхсем туйнă. Пур-пĕрех ҫĕр ĕҫченĕсем парăнман, йывăрлăхсене ҫĕнтернĕ», – тесе асăннă Чăваш Енĕн ял хуҫалăх ертӳҫи.    

Ял хуҫалăх пайĕнче тăрăшакансен ĕҫне пысăка хурса хакланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

«Хресчен ӗҫӗ нихӑҫан та ҫӑмӑл пулман, ҫавна пӑхмасӑр вӑл хӑйӗн хисеплӗхӗпе тата пурнӑҫра питех те кирлӗ пулнипе палӑрса тӑрать. Ҫӑ­кӑр ҫитӗнтерме тӑрӑшуллӑ та ӗҫчен ҫынсем ҫеҫ – тӑван ҫӗре пӗтӗм чунтан па­рӑннисем тата ӑна никамран ытла юратакансем – пултараҫҫӗ. Чӑваш Республикин ҫӗр ӗҫченӗсен пултарулӑхӗпе ӗҫченлӗхне тата ырми-канми тӑрӑшулӑхне пула кӑҫалхи ял хуҫалӑх тапхӑрне тивӗҫлӗ кӑтар­тусемпе вӗҫленӗ», –  тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

«Чăваш Енĕн ҫĕр ĕҫченĕсене саламламалли вăхăт ҫитрĕ.  Тайма пуҫ сире аграри тытăмĕнче тăрăшакансене!  Эсир чăннипех те ĕҫлеме пĕлеттĕр. Ыттисемшĕн паха тĕслĕхре», – палăртса каланă  Ертӳҫĕ.  АПК пайĕнче тимлекенсемпе яланах калаҫма кăмăллă пулнине, ырă туйăмсем парнеленине, чун-чĕре хавхаланса кайнине те асăннă вăл.  Мӗнпур ҫӗр ӗҫченне, механизаторсемпе выльӑх-чӗрлӗх ӗрчете­кесене­, тирпейлекен предприятисен ӗҫченӗсене ҫӗршывӑн апат-ҫимӗҫ хӑ­рушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ тӗллеве тухӑҫлӑн татса пама пулӑшнӑшӑн тав тунă регион Пуҫлăхĕ. Республикӑри пӗтӗм ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекене ӑнӑҫлӑ аталану, ырлӑх, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем суннă. 

 Палăртмалла, Чăваш Енри ял хуҫалăх пайĕнче тăрăшакансем тĕнчери 31 ҫĕршыва экологи тĕлĕшĕнчен паха таварсемпе тивĕҫтереҫҫĕ. Пирĕн хуçалăхсемпе тирпейлекен промышленноç предприятийĕсем туса илекен тата кăларакан продукцие туянакан патшалăхсен шучĕ ӳссех пырать.

Фоторепортаж



05 ноября 2019
06:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter