«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн Улатăр районĕн тĕп больницин Ача-пăча поликлиникине тĕпрен юсав ĕҫне пурнăҫласси малалла пырать

В рамках нацпроекта «Здравоохранение» продолжается капитальный ремонт детской поликлиники на 250 посещений в смену БУ «ЦРБ Алатырского района» Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  паян Улатăр районĕн тĕп больницин Ача-пăча поликлиникине еплерех юсанипе паллашнă.  Объекта «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне тĕпе хурса хăтлăлатаҫҫĕ. Паянхи кун тĕлне юсав ĕçĕсен  мĕнпур пайĕнчен ҫуррине  пурнăçланă. Республика Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле ҫул ҫӳревре Улатăр хулин пуҫлăхĕ Николай Зайкин, Улатăр районĕн тĕп больницин ача-пăча поликлиникин тĕп врачĕ Наталия Минибаева пулнă.  

Ача-пăча поликлиникине 2019 ҫулта ҫурла уйăхĕнче тĕпрен юсав ĕҫне пурнăҫлама тытăннă. Графикпа килĕшӳллĕн кăҫал раштав уйăхĕнче объектра строительство ĕҫне вĕҫлеме йышăннă.

Нумаях пулмасть республика Пуҫлăхĕ муниципалитетра пулнăччĕ, ун чухне подрядчиксемпе тĕл пулнăччĕ.  Объекта графикпа килĕшӳллĕн хута ярассине хыпарланă пулнă вĕсем. Хальлĕхе ҫуррине ытла строительство ĕҫне вĕҫленĕ. Ҫуртăн умри пайне илемлетессипе тăрăшаҫҫĕ строительсем. Планпа килĕшӳллĕн кăҫал раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче поликлиника савăнăҫлă лару-тăрура уҫăлĕ.

«Строительство ĕҫĕсен хăвăртлăхне чакарса лартма юрамасть.  Раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче пĕрремĕш шăпăрлансене йышăнмалла», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Сиплев учрежденийĕн тĕп врачĕ Наталия Минибаева хăйĕн сăмахĕнче Ача-пăча поликлиники харăсах пĕр сменăпа 250 пациента йышăнма пултарасси куҫкĕретех тесе хыпарланă.  Условисем чаплă, ашшĕ-амăшĕсене ачасемпе пĕрле пырсан, кану вырăнĕсем те пур.

2019 ҫулта сиплев учрежденине пысăк пахалăхлă медицина хатĕрĕсене чылай вырнаҫтарнă. Кӳршĕллĕ ялсенчен те кунта сипленме килме пултарĕҫ.  Халăха васкавлă пулăшу пама та ятарлă машина пулĕ, ун чухне аякра вырнаҫнă ялсенчен ҫынсене туххăмрах сиплев учреждение илсе ҫитерме май килĕ.  Автомашинăсем 2020-мĕш ҫулта килесси планра пур.  Хальхи вăхăтра сиплев учрежденийĕнче вăй хуракансем вăхăтлăха педиатрсен уйрăмĕнче тăрăшаҫҫĕ, специалистсем час-часах ял тăрăхĕсене ҫитсе килеҫҫĕ.

Сиплев учрежденийĕн ертӳлĕхĕ кадрсем явăҫтарассипе те активлă тăрмашать. 2014-мĕш ҫултан пуҫласа 14 специалиста хăйсем патне ĕҫлеме илме ĕҫ хутне ҫирĕплетсе хăварнă. Вĕсенчен пиллĕкĕшне 2019 ҫулта ҫирĕплетнĕ.  Больницăра хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан ҫĕнĕ уйрăмсем те хута яма плана кĕртнĕ.  Кăҫал утă уйăхĕнче муниципалитетра ФАП уҫăлнă. Ытти ФАПсене те тĕпрен юсасах пынă районта.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ачасене республикăри сиплев учрежденийĕсене вырнаҫтарма йывăрлăхсем пулман-и тесе кăсăкланнă.    Хурав ҫапла пулнă: «Маршрут ҫирĕплетнĕ, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пачах та пулман», - тенĕ тĕп врач.  Палăртнă кун Михаил Игнатьев хирурги уйрăмĕнче сипленекенсемпе те тĕл пулса калаҫнă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ.    

Республика Пуçлăхĕ Улатăрти технологи колледжĕн вĕрентӳ процесĕпе те паллашнă. Улатăр хулин 2020 çулхи бюджетне çирĕплетессипе çыхăннă ыйтупа ирттернĕ канашлăва хутшăннă.
Михаил Игнатьевпа тĕл пулса калаçас текенсем урамсенче те, район администрацийĕн умĕнче те пуçтарăннă. Кашнинех тĕрлĕ ыйту кăсăклантарнă, Михаил Игнатьев вĕсен пĕр пайне тӳрех хуравланă, теприне тĕпчесе хурав пама шантарнă.

Фоторепортаж



06 ноября 2019
16:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter