Улатăр хулинче халăхăн пуҫаруллă проекчĕсемпе ĕҫление пысăка хурса хакланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ

Глава Чувашии высоко оценил благоустройство дворов по программе инициативного бюджетирования в АлатыреЧӳк уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Улатăр хулинче пулнă.   Хурăн урамĕнчи 5-мĕш №-лĕ ҫурт ҫывăхĕнчи тирпей-илеме пăхса ҫаврăннă.  Палăртнă тĕлте халăхăн пуҫаруллă проектне тĕпе хурса кăҫал кĕркунне ачасем валли ҫĕнĕ лапам хута кайнă, объектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 453,5 пин тенкĕ.  Вĕсенчен пĕрре виҫҫĕмĕш пайне халăх хăй тĕллĕн килĕшсе укҫа пухма кăмăл тунă, кăтарту та пĕчĕкех мар, 113 пинпе танлашнă.  

«Нумай хваттерлĕ ҫуртсенче пурăнакансем пĕтĕм кăмăлпа пĕр саслă пулса объекта хута яма укҫа пухнă. Таврара ҫав тери хитре. Ҫынсем кăмăллă пулни те куҫкĕретех», тенĕ Михаил Игнатьев.  

Пуласлăхра тирпей-илем кӗртессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене туллин татса пама тата та ытларах ҫынсене явӑҫтарма, обществӑллӑ хутлӑха тирпей-илем кӗртме, хула хутлӑхӗн пахалӑх индексне пысӑклатма  тĕллев лартнă регион.

Чăваш Енре ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле халăхăн 600 ытла пуҫаруллă проекчĕсем пурнăҫа кĕресси те куҫкĕретех тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

Нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнчи автомашинăсем пирки те сăмах пуҫарнă паянхи тĕлпулура ертӳҫĕсем. Объектсем ҫывăхĕнче экопарковка туса хăварма чĕнсе каланă вĕсем.  Сăмах май, халăхăн сĕнĕвĕсене те итленĕ, тĕрĕслеве илнĕ хăш-пĕр ыйтăвĕсене. Раҫҫей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин пуҫарăвне тĕпе хурса, наци проекчĕсем малашне епле вăй илсе пырассине те тĕплĕн ăнлантарса панă регион Пуҫлăхĕ, хуласем тата та лайăхрах хăтлăланассине хыпарланă.

Палăртса хăваратпăр, Улатăрта халăхăн пуҫаруллă проекчĕсем ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле тата та тăваттă пурнăҫланасси паллă, вĕсене валли 1,5 млн пăхса хăварнă. Обществăлла инфратытăм илемленесси куҫкĕретех. Транспорт министерствин, Строительство министерствин, Ял хуҫалăх министерствин тĕрлĕ программисемпе килĕшӳллĕн Улатăр хулинче ҫуртсем таврашĕнчи 8 территорине  тата пĕр обществăлла территорине тирпей-илем кĕртме плана кĕртнĕ, объектсен пĕтĕмĕшле хакĕ 21,7 млн танлашать. Апла пулсан, ял ҫӗрӗнчи халӑх пурӑнакан вырӑнсенче ҫулсем тӑвас тата юсаса ҫӗнетес ӗҫ лайăх пурнӑҫланни куҫкĕретех. Хула хутлӑхӗн пахалӑхне тата хӑтлӑлӑхне тытӑмлӑн ӳстер­мелли майсем туса хурас тӗллевпе Раҫҫей Федерацийӗн стратегиллӗ аталанӑвӗн «Хулан хӑтлӑ хутлӑхне йӗркелесси» приоритетлӑ проектне пурнӑҫлас ӗҫ малалла тӑсӑлать. Картиш территорийӗсем илемленсех пыраҫҫĕ, вӗсен патне пымалли  ҫулсене юсасах пыраҫҫĕ.

Фоторепортаж



06 ноября 2019
14:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter