Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕнĕ Шупашкарта ĕҫлĕ визитпа пулнă

На реализацию нацпроекта «Жилье и городская среда» Новочебоксарску в текущем году выделено 36,9 млн рублейЧӳк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕнĕ Шупашкарта ĕҫлĕ визитпа пулнă.  Унта республика Пуҫлăхĕ Атăлăн ҫыран хĕрринчи тавралăха тирпей-илем кĕртессипе  муниципалитет пурнăҫланă ĕҫсене пăхса тухнă.   Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕпе Ольга Чепрасовăпа регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев подрядлă организацисем объектсенче строительство ĕҫне епле тунине хакланă.  

Сăмах май, авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче республика Пуҫлăхĕ Ҫĕнĕ Шупашкарта ĕҫлĕ визитпа пулнă, ун чухне вăл подрядлă организацисене хăш-пĕр ҫитменлĕхсем пирки каласа хăварнă пулнă. Хĕллехи тапхăрта ĕҫлемелли фонтана халĕ те пурнăҫа кĕртсе пыманнипе кăсăкланнă регион Ертӳҫи.   Вырăнти ертӳлĕх хальлĕхе объект ҫинче строительсем ҫутăпа тивĕҫтермелли ятарлă хатĕрсене вырнаҫтарассипе тимленине хыпарланă.  

Михаил Игнатьев вăл кун халăхпа курнăҫнă, вĕсене хумхантаракан ыйтусене итленĕ, сĕнӳсем пирки те канашланă.  Тавралăха тирпей-илем кĕртессипе ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварассине те сӳтсе явнă.    

Аса илтеретпĕр, Атăлăн ҫыранĕн ҫӳлти пайне илемлетсе хăтлăлатма Ҫĕнĕ Шупашкара  кăҫал 10 млн тенкĕ уйăрса панă. Вăл пулăшупа сахал мар объекта хута янă, тавралăхра тирпейленĕ. Условисем пĕтĕмпех халĕ унта хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăраҫҫĕ. Ҫынсене уҫăлса ҫӳреме ҫав тери чаплă, илемлĕ. Халăх та ҫакнах ҫирĕплетни куҫкĕретех.   

Хула хутлӑхӗн пахалӑхне тата хӑтлӑлӑхне тытӑмлӑн ӳстер­мелли майсем туса хурас тӗллевпе Раҫҫей Федерацийӗн стратегиллӗ аталанӑвӗн «Хулан хӑтлӑ хутлӑхне йӗркелесси» приоритетлӑ проектне пурнӑҫлас ӗҫ малалла тӑсӑлать. Картиш территорийӗсене Ҫул-йӗр фончӗн укҫи-тенки шучӗпе, ҫавӑн пекех пуҫаруллӑ бюджетировани майӗпе тирпей-илем кӗртетпӗр. 

Хулан хутлăхне хăтлăлатас тата наци проекчĕн программине пурнăҫа кĕртме пурĕ 36,9 млн тивĕҫнĕ асăннă муниципалитет.

Ҫĕнĕ Шупашкар Раҫҫейри ытти хуласем хушшинче РФ Министерстви хаклавĕ тăрăх, рейтингра пахалăх шайĕпе 180 балл пуҫтарнă, пысăк хуласен йышне кĕнĕ.  Хисепе муниципалитет тавралăхра тирпейлĕх хуҫаланнипе, ҫулсем лайăх пулнипе тата ытти нумай кăтартусемпе тивĕҫнĕ.

Картиш территорине тата вӗсен патне пымалли  ҫулсене юсанӑ.

 Ҫавнашкал калӑпӑшлӑ обществӑллӑ территорисене тирпей-илем кӗртессине тӗпрен улӑштаракан ӗҫсене халиччен нихӑҫан та туман. Ҫакӑ пирӗн ҫынсемшӗн питех те пӗлтерӗшлӗ.

 

    Фоторепортаж



06 ноября 2019
10:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter