Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Анастасия Михайловна Терентьевăна 102 ҫул тултарнă ятпа ăшшăн саламланă

Михаил Игнатьев поздравил со 102-летием долгожительницу из Новочебоксарска Чӳк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕнĕ Шупашкарта пулнă, унта вăл Анастасия Михайловна Терентьевăна 102 ҫул тултарнă ятпа ăшшăн саламланă.   Сумлă ватă Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче инвалид пулса таврăннă ветеранăн мăшăрĕ. Тыл ĕҫченĕ паянхи куна тăванĕсемпе пĕрле савăнса пурăнать.

Михаил Игнатьев  аслă ҫулсенчи ватăна ырлăх-сывлăх, телей суннă,  ҫывăх ҫыннăрсем яланах пĕрле пулччĕр тесе каланă.  

 Анастасия Михайловна  Етĕрне районĕнче Салугин ялĕнче ҫуралса ӳснĕ. Ҫемьере вăл тăххăрмĕш ача пулнă.

Вăрҫăн тумхахлă ҫулĕсем вăхăтĕнче вăл вăрман каснă ҫĕрте тăрăшнă,  каярах вара тăван  ялта колхозра ĕҫленĕ. Пĕтĕмĕшле ĕҫ стажĕ унăн 45 ҫул. Аслă ҫулсенчи ватă ĕҫ ветеранĕ ята та тивĕҫнĕ.

Ҫĕнĕ Шупашкарта вăл 2004-мĕш ҫултанпа пурăнать. Унăн тăватă ача, икĕ ывăлпа икĕ хĕр пăхса ҫитĕнтерсе ура ҫине тăратнă. Тăванĕсем пĕлтернĕ тăрăх,  хĕрарăм вăрăм ĕмĕрлĕ пулни – тĕрĕс апатланупа ҫыхăннă.  Ҫуллă апата юратманнине, час-часах чиркĕве ҫӳреме кăмăл тунине те хыпарланă ҫывăх ҫыннисем.  

Хĕрĕ Лидия Шамбулина амăшĕн йывăр ҫулĕсем пирки чарăнса тăнă, пĕр пĕчченех ывăл хĕрĕсене тĕрĕс-тĕкел пăхса ҫитĕнтерсе ура ҫине тăратнине асăннă. Вăрҫă хыҫҫăн  мăшăрĕпе 12 ҫул пĕр-пĕринпе килĕшсе пурăннă хыҫҫăн, тӳрех ашшĕ вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса кайнине аса илсе хăварнă. Ун чухне пепке пурĕ те ҫулталăк ҫурăра ҫеҫ пулнă имĕш.  Пĕтĕм йывăрлăх амăшĕ ҫине тиеннĕ, мăшăрĕн хунямине те унăнах пăхма тивнĕ, ун чухне вăл та вăраха кайса чирленĕ пулнă.

Пур-пĕрех йывăрлăхсене парăнтарма пĕлнĕ хĕрарăм, ачисене тĕрĕс воспитани парса ҫĕршыва юрăхлă ҫынсем тунă.

«Анастасия Михайловна пек пурин те нумай ҫулсем хушши пурăнма пикенмелле. Вăл паха тĕслĕх вырăнĕнче.   Паянхи кун та ĕҫсĕр лармасть. Час-часах хĕрĕсене пулăшма пикенет.  Утса ҫӳрени, пĕр вырăнта ларманни сывлăхшăн лайăх. Ĕҫлени вара пурнăҫ тĕрекĕ. Тăвансемпе килĕштерсе пĕр-пĕринпе туслă пурăнни хăйех лайăх тĕслĕх ҫитĕнекен ăрушăн. Ватă асаннен чылай мăнуксем ҫитĕнеҫҫĕ.  Кашни ҫыншăн ҫаксем тĕп пуянлăх, пархатарлăх», - тенĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче сумлă ватăна саламланă самай, асăнмалăх чечексем, парне парса тав тунă ăна.    

Фоторепортаж



06 ноября 2019
08:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter