Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫейри Мăсăльмансен тĕн пухăвĕн пуҫлăхĕпе, Чăваш Республикин Мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕпе, Раҫҫей Федерацийĕн Общество палатин членĕпе Альбир Кргановпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев встретился с муфтием Духовного собрания мусульман России Альбиром КргановымЧӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫейри Мăсăльмансен  тĕн пухăвĕн пуҫлăхĕпе, Чăваш Республикин Мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕпе, Раҫҫей Федерацийĕн Общество палатин членĕпе Альбир Кргановпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче тĕрлĕ нацисен хушшинчи туслăха упрас ĕҫе пысăк витĕм кӳнĕшĕн, мăсăльмансен пĕрлĕхне тытса пынăшăн мухтаса тав тунă Альбир Крганова, Чăваш Республикинчи Мăсăльмансен тĕн управленине 25 ҫул ҫитнĕ ятпа ăшшăн саламланă.   Паллă куна халалласа ĕнер Шупашкарта курăмлă чаплă мероприятисем иртнине каланă. Республикăра наци культура пĕрлĕхĕсем хăйсен уявĕсене кулленех йĕркелеççĕ.

Раҫҫейри Мăсăльмансен  тĕн пухăвĕн пуҫлăхĕ, Чăваш Республикин Мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ, Раҫҫей Федерацийĕн Общество палатин членĕ Альбир Крганов республика Пуҫлăхне Михаил Игнатьева каялла ырă сăмахсем каланă, вĕсен ĕҫне пысăка хурса хакланăшăн тав тунă.  

«Халăха ырă тăвасси – пирĕншĕн пархатарлă ĕҫ.  Вăл професси мар, чун ыйтнипе пĕтĕмпех пулса пырать», тенĕ сăмаха ҫавăрса Тĕп регион тата Чăваш Ен муфтийĕ.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем Чăваш Енри тĕрлĕ нацисен хушшинчи ҫирĕп ҫыхăнăвĕ пирки сӳтсе явнă. 

Чăваш Ен хутлăхĕнчи халăхсем ĕмĕртенпех туслă, пĕр-пĕринпе килĕштерсе, мирлĕ тӳпе айĕнче пурăнаҫҫĕ. Пирĕн тĕлĕнмелле культура, ытти халăхăн ырă енĕсемпе пуянланнăскер, ырăлăхпа, ăнтăлупа, кӳршĕллĕ пурăнакан халăхсене хисеплессипе палăрса тăрать. Паян республикăра — 128 халăх представителĕ,  этника ушкăнĕсем тата конфессисем пур. Несĕлсен культура еткерлĕхĕ типтерлĕ упранать, ăруран ăрăва куҫса пырать.

Сăмах май, Альбир Крганов РФ Общество палатинче епле ĕҫлесе пыни пирки каласа кăтартнă регион Ертӳҫине.  Мускавра «Сообщество» активлă граждансен форумĕнче юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуҫласа чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕччен пулни пирки хыпарланă.  

Чăваш Енри влаҫ органĕсем ҫумĕнче шутланса тăракан обществăлла канашсен ĕҫ тухăҫлăхĕ пирки те сăмах пуҫарнă. Пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланнине палăртнă пуҫлăхсем.

Фоторепортаж 



07 ноября 2019
11:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter