Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Шалти ӗҫсен органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Ҫӗршывӑмӑрӑн право йӗркин органӗсен кун-ҫулӗнче чаплӑ та паттӑрла тапхӑрсем сахал мар. Эпир Тӑван ҫӗршывпа халӑх интересӗсемшӗн чыслӑн вӑй хуракан, хӑйсен тивӗҫӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан, ҫынсен прависемпе хӑрушсӑрлӑхне шанчӑклӑн хӳтӗлекен Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсен хӑюлӑхӗпе ҫирӗплӗхне тата ҫӳллӗ шайри професси ӑсталӑхне тивӗҫлипе сума сӑватпӑр.

Чӑваш Енри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑм­лӑх органӗсем право йӗркине тивӗҫтерес ыйтусем ҫине тимлӗн пӑхаҫҫӗ. Шалти ӗҫсен органӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленӗ май «Хӑруш­лӑхсӑр хула» комплекслӑ программа пурнӑҫланать, право йӗркине пӑсасран асӑрхаттармалли тухӑҫлӑ ӗҫлекен тытӑм йӗркеленет.

Пӗрле тӑрӑшса ӗҫленӗрен Чӑваш Енре нумай ҫул хушши ӗнтӗ ҫирӗп те лӑпкӑ лару-тӑру сыхланса юлать, пирӗн республика хӑрушсӑрлӑх тӗлӗшӗнчен Раҫҫейри чи шанчӑклӑ регионсен шутне кӗрет.

Сире тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан ӗҫӗршӗн тав тӑватӑп! Шалти ӗҫсен органӗсен сотрудникӗсем ҫӗршыв ертӳлӗхӗ лартнӑ пӗтӗм тӗллеве малашне те йӗркеллӗн пурнӑҫласа пырасса шанса тӑратӑп.

Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн тӑвакан яваплӑ ӗҫӗрте ҫитӗнӳсем, ырлӑх тата телей сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                      Михаил Игнатьев

 



08 ноября 2019
14:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter