Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Единая Россия» Пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн Чăваш Енри регионти уйрăмĕн XXIX-мĕш Конференци ĕҫне хутшăннă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в XXIX Конференции Чувашского регионального отделения партии «Единая Россия»  Чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Единая Россия» Пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн Чăваш Енри регионти уйрăмĕн XXIX-мĕш Конференци ĕҫне хутшăннă.

Конференцине пухăннисене тав тунă май, республика Пуҫлăхĕ  Чăваш Енре наци проекчĕсем тĕллевлĕн лайăх пурнăҫа кĕрсе пынине каланă.  Хуласемпе ялсен сăн-сăпатне илемлетес, инфратытăма ҫĕнетес тĕлĕшпе комплекслă мероприятисем йĕркелесе ирттернине палăртса хăварнă вăл сăмаха малалла тăснă май. Социаллă объектсем ҫулсеренех хута кайнине те асăнса хăварнă Пуҫлăх. Халăха пысăк технологиллĕ пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтерес ĕҫ кирлĕ пек шайра пулса пынине асăннă. Кăҫал ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле регионта пурĕ 205 ФАП уҫăлмалла. Регионта мобильлĕ ФАПсем  активлă ĕҫлеҫҫĕ. Аякра вырнаҫнă ялсенче пурăнакансем туххăмрах тĕрлĕ медицина пулăшăвĕсене тивĕҫме пултарайраҫҫĕ. Ҫитес 5 ҫул хушшинче республикăри мĕнпур сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене тĕпрен юсаса ҫитерме тĕллев лартнă. Медицина пайĕнче кадр ыйтăвĕ ҫивĕч, ку тĕлĕшпе тата та активлăрах ĕҫлеме палăртнă.

Кулленех шкулсем, ача сачĕсем уҫăлаҫҫĕ. 2013-мĕш ҫултан пуҫласа республикăра пурĕ ача сачĕ – 44 хута янă. Кăҫал вĕсен шучĕ16 объектпа нумайланать.  Ҫитес ҫул та ача сачĕсене хăпартса лартасси куҫкĕретех, пĕтĕмпе плана 9 объект кĕртсе хăварнă.  8 ҫул хушшинче ача сачĕсен шучĕ 70 пулмалла.

Палăртмалла, ача сачĕсен ҫурчĕсене тĕпрен юсав ĕҫне пурнăҫлассипе те ĕҫ-пуҫ йĕркеллĕ пулса пырать. Шкулсем хăтлăлансах пыраҫҫĕ.  Ача сачĕсенче шăпăрлансене валли апат хатĕрлемелли уйрăмсем кирлĕ пек ҫителĕклĕ таран хăтлăлансах пыраҫҫĕ. Пысăк технологи витĕмлĕхĕ куҫкĕретех. Мĕнпур ыйтусене пурнăҫлама республика хыснинчен 200 млн тăкакланă. Пахалăхлă пĕлӳ илме, сывлăха ҫирĕплетме регионта условисем пĕтĕмпех пур.   «Парти депутачĕсем бюджета пĕр саслă пулса йышăнса хăварнă.  Эпир, пурсăмăр та мĕнпур ыйтусене чун-чĕре ыйтнипе саккунсене пăхăнса пурнăҫласа пыратпăр», – тенĕ Михаил Игнатьев.   

Раҫҫей Федерацийĕн Строительство министерстви ҫак кунсенче хуласен хăтлăхĕ пирки рейтинг кăтартăвĕсене пичетленĕ. Чăваш Республикинчи 9 хуларан 5-шĕ чи лайăххисен йышне кĕнĕ.  Наци проекчĕпе килĕшӳллĕн йышăннă «Экологи» программа пурнăҫа анлăн кĕрсе пыни те куҫкĕретех, йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе регион ыттисемшĕн ырă тĕслĕхре.   

Ҫынна, унӑн нушисем ҫине тимлӗх уйӑрасси, пурӑнма лайӑх майсем туса хурасси – аталаннӑ обществӑн тӗп тӗллевӗ. 

Регионти экологи лару-тӑрӑвне сыхласа хӑвармалли тата лайӑхлатмалли задачӑсене мӗн пур шайри влаҫ органӗсенче татса панă, ӑна нихӑш хулара та, нихӑш районта та япӑхлатман.

Эпир ҫӗршывӑн экологи рейтингӗнче тивӗҫлипе малти вырӑнта тӑратпӑр.

Ҫӗнӗ технологисене ӗҫе кӗртни, экологишӗн стратегиллӗ шайри объектсене ҫӗнетни – пирӗн сывлӑха, ачасен сывлӑхне хывакан инвестицисем.

«Экологи» наци проекчӗн шайӗнче Шупашкар хулин тӗп пайӗнче ҫумӑрпа каяш шывӗсене тасатакан вырӑнти сооруженисене тунă.

Чӑннипех те истори пӗлтерӗшлӗ шутланакан чылай ҫивӗч ыйтӑва татса панă. Федераци программине хутшӑннине пула Питтукассин ҫӳп-ҫап вырӑнне, ҫавӑн пекех Шупашкар районӗнчи Илпеш ялӗнчи йӑлари хытӑ каяшсен ҫӳп-ҫап вырӑнне йӗркене кӗртес ӗҫсене вӗҫленӗ.

Ҫитес ҫулсенче те ĕҫлемелли тĕллевсем пур-ха. Саккунсăр майпа пухăнса выртакан ҫӳп-ҫап куписене тĕпрен прахăҫламалла тенĕ сăмаха ҫавăрса республика Пуҫлăхĕ. Депутатсем те халăх ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшасса шанса каланă регион Ертӳҫи.

Республикăри муниципалитетсенчи вырăнти уйрăмĕсен секретарĕсене микрорайонсене комплекслă хута ярас ĕҫе активлăрах хутшăнса ĕҫлеме чĕнсе каланă республика Пуҫлăхĕ.

 Халăхăн тупăш пайне ӳстересси те тĕп тĕллевсенчен пĕри тесен те йăнăш мар.  Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕпе Чăваш Республики нумай ҫулсем хушши ĕнтĕ малтисен ретĕнче тăрать.  Ĕҫ климачĕ республикăра лайăх, вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕнче тăрăшакансем те ҫакнах ҫирĕплетсе калаҫҫĕ тесе тепĕр хут палăртнă регион Пуҫлăхĕ. Паянхи куна республикăра пурĕ инвестициллĕ 120 проект пурнăҫа кĕрсе пырать, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 190 миллиардпа танлашать.  Халăх валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрленеҫҫĕ, шалу укҫи те ӳссех пырать вĕсен.

Михаил Игнатьев тепĕр ырă хыпар пирки те чарăнса тăнă ларура. 2020-мĕш ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче «Россельхозбанка» тата «Сбербанк» йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн «Ялсен ипотеки» программа пурнăҫа кĕрессе асăннă. Ку ипотека ялта çурт-йĕр çавăрас кăмăллă çынсемшĕн питĕ курăмлă пулăшу пулĕ. Условисем уçăмлă ĕнтĕ. 3 миллион тенкĕ таран илме май пулĕ – 25 çуллăхах. Чи пĕлтерĕшли – кредита тавăрса памалли процент виçи пĕчĕкки, 3% шайĕнче кăна, ҫакнашкал условисем нихăçан та пулманнине палăртнă, кивçене 21-65 çулсенчи çынсем, ялта ĕçлекенскерсем, илме пултарĕç тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Конференцире «Единая Россия» Пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн ĕҫ кăтартăвĕсене пăхса тухнă, Парти Председателĕн Д.А.Медведевăн Регионти обществăлла йышăну пӳлĕмĕн ĕҫ-хĕлне те тишкернĕ, 2020-мĕш ҫул валли палăртнă тĕллевсене пăхса тухнă.  

Мускавра чӳк уйăхĕн 22-23-мĕш кунĕсенче  «Единая Россия» Пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн XIX-мĕш Съезчĕ иртет. Унта кайма делегатсене суйласа  йышăнса хăварнă. Полит  советăн йышне ротаци тунă, президиума та ҫĕнетнĕ. «Единая Россия» Пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн Тĕрĕслев комиссийĕн Положенине пăхса тухса ҫирĕплетсе хăварнă.    

Фоторепортаж 



08 ноября 2019
09:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter