Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ Министрĕ Денис Мантуров тата Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Денис Мантуров и Михаил Игнатьев обсудили проект программы социально-экономического развития Чувашской Республики   Чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ Министрĕ Денис Мантуров тата Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ертӳҫĕсем Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне аталантарса пымалли ятарлă программа пирки тарăн сӳтсе явнă, программăн тĕп пайĕсем ҫине пысăк тимлĕх уйăрнă. Республикăшăн пĕлтерĕшлĕ ĕҫ хутне халăхăн сĕнĕвне, влаҫ органĕсенче тăрăшакансен ыйтăвĕсене тĕпе хурса ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе пыма тăрăшнă. Федераци шайĕнчи пуҫлăхсен витĕмлĕхне те тĕпе хунă.  Пĕтĕмпех документа йĕркелесе ҫитерсен, ăна Раҫҫей Федерацийĕн Правительствине тăратĕҫ.   

Программăна республикăшăн чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене кĕртсе хăварнă.  Чи приоритетлисенчен пĕри - регионăн инвестици илĕртӳлĕхĕ. Регионти бизнес хутлӑхӗн тӑрӑмӗ стратегиллӗ пӗлтерӗшлӗ ыйтусен шутӗнче юлать. Республика Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсенчи инвестици климачӗн тӑрӑмӗн наци рейтингӗнче пӗрремӗш теҫеткери лидерсен йышӗнчи вырӑна сыхласа хӑварать. Ял хуҫалăхне аталантарасси, промышленноҫа хăватлантарасси ыйтусем те хăйсен вырăнне тупнă регионăн тĕп документĕнче.

Республикăри промышленноҫ предприятийĕсене вăй илтерсе пырасси кун йĕркинче тăрать. 

Республикӑри предприятисем Раҫҫей Президенчӗ импорта улӑштармалли политикӑна пурнӑҫлас тӗлӗшпе лартнӑ тӗллевсене татса парас ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ. Пысăк технологи витĕмлĕхĕ куҫкĕретех. Предприятисем модернизациленни паллă.  Индустри паркĕсем хута каяҫҫĕ, Ҫĕнĕ Шупашкарта объектсем ҫĕкленесси те планра пур. Электротехника кластерĕ ҫирĕп аталанса пырать, регионăн экономикине вăй илтерсе пыма пысăк витĕм кӳрет. 

Шупашкарти  пысăк промышленноҫ предприятийĕсем хӑйсен таварӗсене пирӗн юратнӑ Раҫҫейӗн  стратеги пӗлтерӗшлӗ объекчӗсене тунӑ ҫӗре яраҫҫӗ.

Фоторепортаж



09 ноября 2019
09:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter