Ҫĕнĕ ҫулпа Раштав уявĕсене халалласа Чăваш Енре 5,5 пин ытла мероприяти йĕркелеме плана кĕртнĕ, вĕсенче 800 пин ҫын хутшăнасси паллă

В Чувашии запланировано более 5,5 тысячи новогодних и рождественских мероприятий, в которых ожидается участие более 800 тысяч человекРаштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев республикăри республикăри Чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвне ирттернĕ.

Ĕҫе пухăннисем халăх йышлăн пухăнакан вырăнсенчи лару-тăрусене сӳтсе явнă, Ҫĕнĕ ҫул тата Раштав  мероприятийĕсене тарăн пăхса тухнă, уявсенче тимлĕхе ҫухатма юраманни пирки сăмахланă.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов хăйĕн сăмахĕнче регионта кăҫал ҫывхарса килекен Ҫĕнĕ ҫул уявĕсене палăртса пĕтĕмпе вĕренӳ учрежденийĕсенче  600 пин ытла мероприяти плана кĕртсе хăварнине асăннă.  Республикăри шкулсенче раштав уйăхĕнче кулленех ҫĕнĕ ҫула палăртса тĕрлĕ конкурс, уҫă уроксем, бал-маскарадсем иртнине те асăннă ведомство ертӳҫи.

Чăваш Енри шкул ачисене Мускава Ҫĕнĕ ҫул елкине те йыхравланине хыпарланă министр. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн тата Раҫҫей Федерацийĕн Вĕренӳ министерствин елкисене те ачасем ҫитсе килесси паллă тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Раштав уйăхĕн 26–27-мĕш кунĕсенче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Ҫĕнĕ ҫул уявĕсене ирттерме палăртнă.  Вăл мероприятине 1,5 пин ытла ача хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарасси те куҫкĕретех. Регионти мĕнпур муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчен ятарлă представительсем килсе ҫитесси те паллă. Сăмах май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн парнине – хисепе тивĕҫнисем, пысăк тавракурăмлă ачасем пухăнĕҫ.     

Чăваш Республикин культура министрĕн ҫумĕ  Елена Чернова сăмаха малалла тăснă май, регионта кăҫалхи уявсене ирттерме пысăк план пăхса хăварнине хыпарланă. Пĕтĕмпе вĕсен йышĕ 5 пинрен те иртсе каясси планра пур тенĕ министр ҫумĕ.  Ачасем курăмлăнах мероприятисене хутшăнĕҫ, кăтарту та сахалах мар, вăл 800 пинпе танлашасси паллă тенĕ ведомство ертӳҫин ҫумĕ.  Ачасен хĕллехи канăвĕсене усăллă ирттерме палăртнă. Ун чухне те самай кăсăклă мероприятисем пулĕҫ тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.  Паянхи пурнăҫ таппинче ҫамрăксене пысăк технологи витĕмлĕхĕ илĕртет. Апла пулсан, вĕсене валли те чылай мероприяти кĕртсе хăварнă тенĕ вăл сăмах май. Ялсенчи Культура керменĕсенче условисем чаплă, мероприятисене йĕркелесе ирттерме питĕ аван тенĕ ведомство ертӳҫин ҫумĕ Елена Чернова.   

Раҫҫей МЧС  Тĕп управленийĕн пуҫлăхĕн ҫумĕ – профилактика тата асăрхав ĕҫ-хĕлĕн Управленийĕн пуҫлăхĕ Николай Петров хăйĕн докладĕнче кашни кун регионта пулакан паллă пулăмсем пирки чарăнса тăнă. Профилактика ĕҫне сарас тĕлĕшпе «Ҫĕнĕ ҫул» ятарлă акци иртнине те асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Пушар хуралĕнче тăрăшакансем кулленех ача-пăчасемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттернине, асăрхаттару ĕҫĕсене йĕркеленине, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене ҫирĕп пурнăҫра пăхăнса пыма вĕренсе пынине асăннă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев ытларах ачасем йышлă пухăнакан вырăнсенче специалистсен сыхă тăмаллине, йĕркене пурин те ҫирĕп пăхăнса, инкексенчен асăрханмаллине палăртнă. Уйрăмах хĕллехи кану тапхăрĕнче тимлĕхе ҫухатма юраманнине чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев.     

Фоторепортаж



10 декабря 2019
14:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter