Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Конституци кунĕ ячĕпе саламлани
Хисеплĕ ентешсем!
Сире Раҫҫей Федерацийĕн патшалăхăн тĕп уявĕсенчен пĕринпе - Конституци кунĕ ячĕпе саламлатăп!
1993 ҫулхи раштавăн 12-мĕшĕнче ҫĕршывăмăрăн Тĕп саккунне йышăннă, вăл ҫын - тĕп хаклăх, унăн прависемпе ирĕкĕсене тивĕҫтересси патшалăхăн тĕп тĕллевĕ пулнине ҫирĕплетнĕ.
Ҫак ҫулсенче Раҫҫей демократи право патшалăхăн строительствин тата обществăпа политика тăнăҫлăхне ҫирĕплетессин ҫулĕпе пысăк утăмсемпе малалла кайрĕ. Влаҫпа общество хушшинчи пĕр-пĕрне шанса йĕркеленĕ хутшăну хăватлă аталану тата социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене ăнăҫлă татса парассин никĕсĕ пулса тăчĕ.
Эпир пурте пĕрле Конституци принципĕсем ҫине таянса хамăрăн пĕрлехи пуласлăха йĕркелетпĕр, ҫĕршыври тата унăн регионĕсенчи ҫынсен пурнăҫне лайăхлатма тăрăшатпăр. Паян аслă ҫĕршывпа - хамăрăн юратнă Раҫҫей Федерацийĕпе - тивĕҫлипе мăнаҫланатпăр!
Пирĕнтен кашниех Тăван ҫĕршыв ырлăхĕшĕн пĕтĕм вăя парса тăрăшасси пирки иккĕленместĕп.
Сире пурне те ҫирĕп сывлăх, ырлăх, пархатарлă ĕҫре ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем, ыранхи куна ҫирĕп шанчăкпа пăхма сунатăп!
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.
