Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хулари ҫĕнĕ объектсен строительство ĕҫĕсемпе паллашнă

Иван Моторин проинспектировал ход строительства в Чебоксарах нового ледового дворца, двух детских садов и школы на 1600 ученических местРаштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Борисович Моторин Шупашкарти объектсенчи строительство ĕҫĕсемпе паллашнă, спорт, вĕренӳ учрежденийĕсене  епле хăпартнине курса хакланă.  

Чи малтан вăл Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ федерацин Атăлçи округĕнчи кадет корпусĕнче  пулнă, «Спорт – пурăҫ норми» федераци проектне тĕпе хурса хута каякан объект ĕҫне тишкернĕ. Хаккей вылямалли ҫĕнĕ корпус «Демогрфи» наци проектне тĕпе хурса пурнăҫа кĕрет.   

Палăртмалла, строительство ĕҫĕ асăннă объектра хĕрӳ пырать.  «ПМК-8» АО генеральнăй подрядчик хăй ҫине илнĕ мĕнпур ĕҫе туллин пурнăҫланă, ҫурта тĕпрен хăпартнă, коммуникаципе монтаж ĕҫĕсем пыраҫҫĕ хальхи вăхăтра.  Тавралăха тирпей-илем кĕртессипе те чылай тимленĕ.  Планпа килĕшӳллĕн, ҫĕнĕ объекта 2020-мĕш ҫулта  ҫу уйăхĕнче хута яма тĕллев лартнă. Хоккей вылямалли уй пысăк пулать, харăсах 300 ҫын ларса курма пултарать спорт мероприятийĕсене. Администраци ҫуртĕнче пĕтĕмпех условисем хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăраҫҫĕ.    Пăр керменне хута ямалли пирки ыйтăва республика Пуҫлăхне Михаил Васильевич Игнатьева пĕрре мар каланă. Халĕ вара объектсем пурнăҫа кĕресси куҫкĕретех.  Ҫĕнĕ сооружени кулленех халăха йышăнĕ, ҫынсем сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырса, хăйсен сывлăхне те ҫирĕплетĕҫ. Палăртнă тăрăх, кунта тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем те ӳлĕмрен иртĕҫ.  Конькипе ярăнас текенсем хăйсен кăмăлĕсене тултарĕҫ.

«Солнечный» тата «Новый город» микрорайонсенче те пулнă паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ.   Кăҫал ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле ача сачĕсене хута яма палăртнă асăннă территорисенче.

«Солнечный»  микрорайонта ача садне «Честрой» ТМЯО ҫĕклет. Строительство ĕҫĕсене хăвăртлатма чĕнсе каланă Иван Моторин. «Новый город» микрорайонта ача садне «Строительный трест № 3» АО хăпартать. Чи малтан ку объектра  «Союзстройинвест» ТМЯО ĕҫленĕ. Подрядчик хăй ҫине илнĕ ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫламан. Вĕсемпе ĕҫлеме хула администрацийĕ контракта пăрахăҫланă. Халĕ ĕҫлекен «Строительный трест № 3»  АО тĕслĕх вырăнĕнче, графика пăхăнса строительство ĕҫне пурнăҫлать, нимĕнле чăрмавсем те пулманнине курса ĕненнĕ ертӳҫĕсем.  

Республикăри мĕнпур ача сачĕсене РФ Президенчĕн Владимир Владимирович Путинăн Указне тĕпе хурса ҫĕкленсе пыраҫҫĕ. Объектсем вăхăтра хута каяҫҫĕ, пăтăрмахсем ҫук.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Иван Моторин бюджетра ача сачĕсене ҫĕклесе лартма ҫителĕклĕ таран укҫа-тенкĕ пăхса хăварнине, вĕсене вăхăтра куҫарса пынине асăннă.  Апла пулсан, палăртса хунă ĕҫсене ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле тĕпрен пĕтерме чĕнсе каланă подрядчиксене.

«Новый город» микрорайонта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан ҫĕнĕ шкулăн строительство ĕҫне те пăхса тухнă.  «Хальхи пурнăҫпа тӳр килекен шкулсем» федераци программине тĕпе хурса ҫĕнĕ объект пурнăҫланать.  «Вĕренӳ» наци проекчĕ республикăра курăмлă вăй илсе пыни куҫкĕретех.   Ҫĕнĕ ҫурта «СК «Старатель» ТМЯО хăпартать. Шкула ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ тĕлне хута яма тĕллев лартнă.

Фоторепортаж



12 декабря 2019
15:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter