Граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнмалли Пĕрлехи кунĕнче влаҫ органĕнче тăрăшакансем патне харпăр хăй ыйтăвĕсемпе пĕтĕмпе 3 пин ытла ҫын пынă

Раштав уйăхĕн  16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Правительство членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка иртнĕ. Ку хутĕнче канашлăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин йĕркелесе ертсе пынă.   Ертӳҫĕсем Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн, раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннин кунне тишкернĕ, пĕтĕмлетӳ тунă.   

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев хăйĕн докладĕнче, палăртнă кун ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕсенче йышăну кунĕсем пĕтĕмпех тивĕҫлĕ шайра иртсе кайнине палăртнă.  Пĕтĕмпе вăл кун ертӳҫĕсем 1789 ҫынна йышăнма пултарнине хыпарланă.    Вĕсенчен ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем патне харпăр хăй ыйтăвĕсемпе 318 ҫын пынă, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тимлекенсем патне 1471 ҫын пыма кăмăл тунине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. Кунсăр пуҫне ҫырупа ыйтса тухакансем – 60 яхăн пулнă тенĕ вăл.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕнче ĕҫлекен уполномоченнăйсем патне 42 ҫын пынă, пăшăрхантаракан ыйтусем пирки пĕлтернĕ.    Кун йĕркинче яланхи пекех ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх, сывлăх сыхлавĕпе социаллă сфера пайĕнчи ҫĕнĕлĕхсем, регионăн экономика аталанăвĕ тата ытти ыйтусем пулнă.  

«Пĕтĕмпе республикăра 3072 ҫынна харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Кăтарту пĕчĕк мар, пысăк.  Пурне те тивĕҫлĕ хуравсем вăхăтра памалла.  Халăхăн ыйтăвĕсене вăраха тăсса ямасăрах татса пама тăрăшмалла», - тенĕ Юрий Васильев.   

 



16 декабря 2019
13:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter