Чăваш Республикинче терроризмпа кĕрешекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ

Состоялось заседание антитеррористической комиссии в Чувашской РеспубликеРаштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ, Чăваш Республикинче терроризмпа кĕрешекен комиссийĕн председателĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Иван Моторин черетлĕ лару ирттернĕ.

Комисси членĕсем 2019 çулта терроризм идеологийĕпе кĕрешмелли комплекслă план Чăваш Енре мĕнле пурнăçланнине тишкернĕ. Террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ĕҫ-хĕлне пăхса тухнă, муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчи комиссийĕсен ĕҫне тишкернĕ, пуласлăхри тĕллевсене пăхса тухнă, ҫитес ҫул валли плана ҫирĕплетсе хăварнă.   

Чăваш Республикинчи АТК аппарачĕн ертӳҫи Евгений Терешин хăйĕн сăмахĕнче кăҫалхи ҫул муниципалитетсенче ҫӳлерех асăннă комисси тивĕҫлĕ шайра ĕҫлесе пынине палăртнă. Терроризма хирĕҫ кĕрешессипе профилактика ĕҫĕсем те ҫителĕклĕ таран пулса пынине асăннă вăл, Интернет ҫыхăнăвĕнче те ҫирĕп йĕрке хуҫаланса пырать тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Вĕренӳ пайĕнче, ҫамрăксемпе ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ профилактика ĕҫĕсене йĕркелесе пынине, ют ҫĕршывсенчен килнисемпе тăтăшах уҫă калаҫусем ирттернине хыпарланă вăл.

 Евгений Терёшин муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче террора хирĕҫ кĕрешессипе палăртнă ĕҫсем пирки чарăнса тăнă, тĕплĕнрех ăнлантарса панă.

Пĕр пухăннă пек чухне терроризма хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комисси членĕсем обществăлла вырăнсенче ытларах тимлĕ пулмалли пирки палăртнă, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси малти вырăнта тăмаллине асăннă.  Пысăк уявсем ҫывхарса килеҫҫĕ,   апла пулсан вăл кунсенче питĕ асăрхануллă пулмаллине чĕнсе каланă вĕсем. Ҫĕнĕ ҫул тата Раштав уявĕсенче йĕркене хытă пăхăнмаллине палăртнă ертӳҫĕсем сăмаха ҫавăрса.  

Планпа килĕшӳллĕн ҫывхарса килекен уявсене халалласа сахал мар мероприятисем пăхса хăварнă. Видеосăнавсем ĕҫлемелле, йĕрке хуралĕнче тăрăшакансен те кулленех сыхă тăмаллине палăртнă комисси членĕсем. Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министерстви палăртнă тăрăх, регионта пурĕ обществăлла вырăнсенче 489 видеосăнав вырнаҫтарнă, вĕсенчен 363-шĕ тĕп хулара. «Пиротехника» профилактика операцийĕ регионта пуҫланнă.

Паян лару вăхăтĕнче Элĕк районĕнчи террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн секретарьне Виктор Осипова тата Вăрнар районĕн террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн секретарьне Федор Тимофеева пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнăшăн Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Тав ҫырăвне тата алла ҫыхмалли сехет парса чысланă.  Ҫакăн пек хисепе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен 3-мĕш курс студентне Александр Епифанова тата Ҫĕмĕрлери политехника техникумĕнче ăс пухакан ҫамрăка Павел Волкова панă. Эсир çынсен кăмăлне пысăк витĕм кӳретĕр, тĕрĕс çул-йĕрпе пыма пулăшатăр. Çавăнпах халăх сире шанать, ĕненет, хисеплет. Ырă енсене малашне те аталантарса пырăр тенĕ вĕсене ертӳҫĕсем.  Вĕсем Интернетра террора хирĕҫ кĕрешессипе активлă ĕҫлени куҫкĕретех. Ҫамрăксем питĕ пуҫаруллă тенĕ комисси членĕсем.

Иван Моторин  палăртнă тăрăх - лайăх кăтартусем лăпланса лармалли сăлтав пулмалла мар, обществăпа политика тăнăçлăхне тивĕçтересси яланхи ĕç пулмалла, влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ертӳçисен сыхлăха самантлăха та çухатмалла мар.

Кун йĕркинчи ытти ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухнă, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.

 Фоторепортаж 



16 декабря 2019
17:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter