Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ

Раштав  уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унăн тĕп темисем: Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Михаил Васильевич Игнатьевăн 2019 ҫулта чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче алă пуснă 139-мĕш №-лĕ Указĕ. Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерессипе ҫыхăннă документ. Кунсăр пуҫне тепĕр Указ, ăна кăҫал раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче алă пуснă республика Пуҫлăхĕ, вăл ачасен сывлăхне ҫирĕплетессипе йышăннă хушма мерăсем пирки калать.

Паян Пĕрлехи информаци кунĕнче наци проекчĕсем те кун йĕркинчех тăнă. «Культура» программа епле пурнăҫа кĕрсе пыни пирки сăмахланă.  Ял тăрăхĕнче ĕҫлесе пурăнакан хĕрарăмсен гарантийĕ пирки РФ Ĕҫ кодексне ҫĕнĕлĕхсем кĕртессине сӳтсе явнă. Кунсăр пуҫне ҫывхарса килекен пысăк уявсем те кун йĕркинчех тăнă. Апла пулсан, мероприятисем вăхăтĕнче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси, пушарсенчен сыхă тăрасси те ҫивĕч ыйтусемех.       

Информаци ушкăнĕсем республикăри районсемпе хуласене тухса кайнă, аякра вырнаҫнă ялсенчи халăхпа курнăҫса, вĕсен кăмăл-туйăмĕ пирки пĕлнĕ. Паян ҫынсене информаци ушкăнĕсен ертӳҫисем ертӳҫĕсем  харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă, вĕсене хумхантаракан ыйтусем ҫине хурав панă.  

 



18 декабря 2019
18:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter