Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăхăн наркотиксене хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комитетăн ларăвне хутшăннă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в заседании Государственного антинаркотического комитетаРаштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Патшалăхăн наркотиксене хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комитетăн ларăвне хутшăннă.  Ларăва Раҫҫей Федерацийĕн шалти ĕҫсен Министрĕ Владимир Колокольцев видео-конференц ҫыхăну мелĕпе йĕркелесе ирттернĕ.  

Паллă мероприятине Чăваш Республикин шалти ĕҫсен Министрĕ Виктор Шметков тата ытти официаллă ҫынсем, регионти комитетăн членĕсем хутшăннă. Ĕҫе пухăннисем Раҫҫей Федерацийĕн патшалăхăн наркотиксене хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлемелли 2030-мĕш ҫулсем валли палăртнă стратегиллĕ проект ĕҫне тарăн тишкернĕ.  Ҫулталăк каялла ăна хатĕрлеме ятарлă ĕҫ ушкăнне те йĕркеленĕ пулнă.  Вăл ушкăна министерствăсен ĕҫченĕсем, ятарлă специалистсемпе экспертсем кĕнĕ.

«Палăртнă мĕнпур ыйтусене тĕпрен пăхса тухнă.  Шăпах та, вĕсем Стратегиллĕ документăн тĕп пайĕ пулса тăнă та.  Паян вĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма пĕрле тишкерсе йышăнса хăвармалла», – тенĕ Раҫҫей Федерацийĕн шалти ĕҫсен Министрĕ. Сăмах май, ĕҫ хутĕнче чылай ҫĕнĕ мероприятисене те пăхса хăварнине асăнса хăварнă.  IT-технологи пурнăҫа вирхĕнсе кĕнине кура, вăл тытăмра та асăрхану ĕҫĕсем сахал мар йышăннине палăртнă Министр. Тепре чухне, Интернет урлă усал таварсене салатни сисĕнет тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Владимир Колокольцев хăйĕн сăмахĕнче нумаях пулмасть специалистсем, виҫĕ эрне каялла Мускав, Санкт-Петербург, Ленинград тăрăхĕсенче саккунсăр майпа интернет-лавккасем урлă наркăмăша салатнă тĕслĕхе тупса палăртнине хыпарланă. Йĕрке хуралĕнче ĕҫлекенсем туххăмрах пăтăрмахсене тупса палăртнине, айăплисене явап тыттарине пĕлтернĕ.   

Ларура тепĕр ыйтăва та хускатнă, аптека таврашĕнче наркăмăшсем саланни сисĕнкелет тенĕ вăл. Ҫĕршывра пурĕ 5 пин ытла аптека пайĕпе ĕҫлекен организацисене тĕрĕсленĕ, вĕсенчен пĕр пин предприятире йĕркене пăснă тĕслĕх тупса палăртнă тенĕ ведомство ертӳҫи. Ӳлĕмрен тата та хытăрах тĕрĕслевсем пулассине, йĕрке пăсакансене пысăкрах явапсем тыттарасси куҫкĕретех тенĕ Министр. Ҫитес ҫул аптекăсенчи таварсене мониторинг тăвас ĕҫ хĕрӳ пулассине те асăнса хăварнă вăл.

Лару ĕҫне хутшăннисем профилактика йĕрки пирки те сăмахланă, ачасемпе ҫамрăксем хушшинче ытларах та ытларах уҫă калаҫусем ирттермеллине асăнса хăварнă. Сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырас ĕҫе халăха ытларах явăҫтарма тăрăшмаллине палăртнă ертӳҫĕсем. Сайтсем пур-пĕрех кун йĕркинче, вĕсене тимлĕхсĕр хăварма юраманнине,  час-часах специалистсен тĕрĕслемеллине каланă вĕсем. Мĕнпур ĕҫсене пуҫаруллă ҫамрăксене, волонтерсене явăҫтармаллине чĕнсе каланă комисси членĕсем паянхи ларура.    

Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев планпа килĕшӳллĕн, ҫӳлерех палăртнă комисси ларăвне регионта ирттерсех пырать. Чăваш Республикинче наркотиксемпе кĕрешекен комиссипе общество организацийĕн хастарĕсем рейдсем ирттереҫҫĕ Интернет ҫыхăнăвĕнче йĕркесĕрлĕхе тĕрĕслесе тăма специалистсене ятарлă хушу та панă. Наркăмăшпа хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен пуҫаруллă ҫамрăксене кăштах та пулин тĕрев парса пулăшсан та лайăх тесе палăртнă регион Пуҫлăхĕ.

Патшалăхăн наркотиксене хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комитетăн ларăвĕнче 2020-мĕш ҫул валли хатĕрленĕ плана пăхса тухса ҫирĕплетсе хăварнă.  

Фоторепортаж



18 декабря 2019
14:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter