Республика Пуçлăхĕ çумĕнчи ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿлессин, официаллă мар ĕçлеве чакарассин ыйтăвĕсемпе ĕçлекен ведомствăсен хушшинчи комиссин ларăвĕ иртнĕ

Шалупа çыхăннă парăмсене Çĕнĕ çулччен пĕтерме тăрăшмалла — çапла пĕтĕмлетрĕç ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿлессин, официаллă мар ĕçлеве чакарассин ыйтăвĕсемпе ĕçлекен ведомствăсен хушшинчи комиссин иртнĕ ларăвĕнче.

Ку ларăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ. ЧР Патшалăх ĕçлев инспекцийĕн ертÿçи Алексей Метелкин республикăри предприятисемпе организацисенче ĕç укçи тÿлес енĕпе пухăннă парăмсем, вĕсене татас тĕлĕшпе мĕнле мерăсем йышăнни пирки каласа кăтартрĕ. Вăл «Чăвашавтотрансри» лару-тăру пирки уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Комисси ларăвне ĕç укçи тĕлĕшпе парăмсем пур компанисен представителĕсене те чĕннĕ. Вĕсем лару-тăрăва лайăхлатас тесе мĕнле мерăсем йышăнни тата мĕн тума планлани çинчен пĕлтерчĕç.

Федерацин Налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи Марина Петрова налук органĕсем ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен /МРОТ/ сахалрах тÿлекен организацисемпе тата уйрăм предпринимательсемпе мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ.

www.hypar.ru



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
18 декабря 2019
14:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter