Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи стратеги аталанăвĕ тата проект ĕҫĕ-хĕлĕ енĕпе ĕҫлекен канаш ларăвĕ иртнĕ

В Чувашской Республике будут приняты конкретные меры по снижению бедности Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  ҫумĕнчи стратеги аталанăвĕ тата проект ĕҫĕ-хĕлĕ енĕпе ĕҫлекен канаш ларăвĕ иртнĕ. Вăл канашлăва яланхиллех Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. 2020–2022-мĕш ҫулсем валли Чăваш Республикине федераци бюджетĕнчен 372,4 млн тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă. Вăл тĕрев регионта айван пурăнакансен йышне чакарма витĕм кӳрĕ. Кун пирки шăпах та, палăртса каланă ларура паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев.

Начар пурăнакансен йышне пĕтерсе пырассипе активлă ĕҫлесе пыракан Раҫҫей Федерацийĕнчи 21 регион шутне кĕнĕ Чăваш Республики.  Ятарлă план хатĕрленĕ, вĕсене пурнăҫа кĕртессипе тĕллевлĕн ĕҫлет республика. РФ Ĕҫлев министерствин пилотлă проектне пурнăҫа кĕртессипе хăватлă тăрăшать Чăваш Республики.  Чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри – социаллă контракт.  Михаил Игнатьев вăл ĕҫ хучĕпе килĕшӳллĕн, сахал тупăшлă ҫемьесене патшалăх енчен тăватă енлĕ пулăшу куҫасса хыпарланă.   

Пĕри вĕсенчен – ĕҫпе халăха тивĕҫтересси.  Ĕҫпе тивĕҫтерекен служба граждансене тӳлевсĕрех, вĕренсе кăларма пултарать.  Енчен те ĕҫ пулсан вара, 10 пин те 134 тенкĕ пама пăхса хăварать. (Ку тĕревпе 12 уйăхран кая мар тивĕҫтерĕҫ).   

Иккĕмĕшĕ – патшалăх 30 пин тӳлесе вĕренсе кăларма пултарать.  Виҫĕ уйăх хушши, кашнинче – 10134 пин тенкĕ куҫарса пама план тунă.  

Тепĕр пысăк пулăшу – харпăр хăй бизнесне йĕркелеме. Енчен те проекта ăнăҫлă хӳтĕлесен, 250 пин тенкĕ патшалăх укҫа парса тивĕҫтерĕ, анчах та ИП вăтамран 3 ҫул ĕҫлемелле, унсăрăн патшалăх енчен куҫнă тĕреве каялла тавăрса пама тивĕ.

Ҫемьесене уйăхсерен 10134 тенкĕ куҫарма палăртнă. Пулăшăва ҫемйерен пĕри 12 уйăх хушши илсе тăма пултарать, кайран вара ĕҫ шырамалла, патшалăхшăн усăллă кăтартусем тумалла.

«Пĕлтĕр начар пурăнакансен йышĕ регионта 18,3 процент пулнă.  Кăҫал та ҫак кăтарту ҫаплах.  Пирĕн Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ палăртнă тĕллевсем патне ҫитессишĕн ырми-канми тăрăшмалла, 2024-мĕш ҫулсем тĕлне кăтартăва икĕ хут пĕчĕклетмелле. Ку пирĕн тĕллев», - палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев.  Ĕҫ тухăҫлăхне ӳстермелле, пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсене хатĕрлеме тăрăшмалла тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

 Фоторепортаж

  



19 декабря 2019
14:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter