Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăхăн промышленноҫ таварĕсене саккунсăр майпа сутăнассинчен тĕрĕслесе тăракан комиссийĕн пĕтĕмлетӳ канашлăвĕн ĕҫне хутшăннă

На заседании Государственной комиссии обсуждены меры по противодействию незаконному обороту минеральных, питьевых вод и цементной продукцииРаштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Патшалăхăн промышленноҫ таварĕсене саккунсăр майпа сутăнассинчен тĕрĕслесе тăракан комиссийĕн пĕтĕмлетӳ канашлăвĕн ĕҫне хутшăннă. Ларăва Раҫҫей Федерацийĕн промышленнноҫ тата суту-илӳ Министрĕ Денис Мантуров йĕркелесе ертсе пынă.   Ларăва пухăннисем минираллă шыва епле рынокра сутнине тарăн тишкернĕ. Таварсене маркировка туни, саккунсăр майпа таварсем сутăнассине тĕрĕслесе тăма май панине палăртнă комисси членĕсем.

«Паян эпир специалистсемпе экспертсен шухăшне итлерĕмĕр, ĕҫмелли таса шыв саккунсăр майпа епле сутăнни пирки те сăмахларăмăр. Йĕркесĕрлĕхсем те ҫук мар. Апла пулсан, 9 уйăх хушшинче пирĕн ăнланса, маркировка тума хăҫан пуҫлассине те тĕпрен палăртмалла.  Тен 2020-мĕш ҫулта кăрлач уйăхĕнчен пуҫласа ыйтăва тĕпрен татса пама пикенмелле», - тенĕ ведомство ертӳҫи Денис Мантуров.  

Чăваш Республикин Ҫутҫанталăк министерстви  пĕлтернĕ тăрăх, пĕтĕмпе пурлăх пур вырăнсенче шыв илме ирĕк пур тесе - 412 лицензи панă, вĕсене патшалăхăн реестрне тăратнă.  Вăл шутран халăха ĕҫме е хуҫалăхсенче усă курма май параканнисем  - 126-шĕ, 5-шне вара пăрахăҫланă. Чăваш Енре минераллă шыва халăх патне пĕтĕмпе 12 организаци илсе ҫитерет.  Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, 2019 ҫулта кăрлач-юпа уйăхĕсенче пĕтĕмпе 38 625 пин ҫур литр минираллă шыв хатĕрленĕ.   

Видеоканашлу вĕҫленнĕ хыҫҫăн, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев регионти комисси членĕсем кулленех ҫӳлерех палăртнă ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслевре тытнине хыпарланă.  

Чăваш Республикин экономика министрĕ Павел Иванов хăйĕн сăмахĕнче ҫитес вăхăтра мĕнпур ыйтусене туллин татса пама тата та хăш-пĕр тĕллевсем пуррине каланă, вĕсене пурнăҫа кĕртессипе ĕҫлессине пĕлтернĕ.    



19 декабря 2019
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter