Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ

Раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Правительство членĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе, хăш-пĕр вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.  Ку хутĕнче  канашлăва пухăннисем Чăвашкредитпромбанк шăпи пирки ыйтăва пăхса тухнă.   Раҫҫей ял хуҫалăх банкĕ укҫа хывнисене чӳк уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуҫласа каялла тавăрса пама тытăннă.  Паянхи кун тĕлне 6 106 вкладчика пурĕ 1 млрд 865 млн тенкĕ куҫарма та ĕлкĕрнĕ.   Вăл шутран юрлицосене -1172-шне 344 млн тивĕҫтернĕ.  

«Чи пысăк укҫа-тенкĕ парăмне саплаштарнă.  Кунне вăтамран 550 вкладчика парăма каялла тавăрса паратпăр.  Ҫак эрнере ыйтăва туллин тивĕҫтерме тĕллев лартнă. Юлнисене вара тепĕр эрнере йышăнса пĕтерĕпĕр», - тесе хыпарланă «Россельхозбанк» АО регионти филиалĕн директорĕ Ирина Письменская.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина  Чăвашкредитпромбанкăн вăхăтлăх администрацийĕ Арбитраж судне искпа тухнине асăннă. Малтанхи хаклавсем тăрăх, Чăвашкредитпромбанк хăй ҫине илнĕ мĕнпур ĕҫе вкладчиксем умĕнче туллин пурнăҫлание те палăртнă вăл.

«Лару-тăрăва ҫирĕп асăрхаса тăмалла. Халăха мĕнпур хыпарсене туллин пĕлтерсе пымалла. Пирĕн тĕллев мĕнпур ыйтăва уҫăмлатса парасси», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев.   



02 декабря 2019
13:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter