Каяш тарифĕсем пĕчĕкленеççĕ

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян иртнĕ канашлура Тариф службин ертÿçи Марина Кадилова коммуналлă хытă каяшсен ыйтăвĕпе сăмах илчĕ.

Кăмăллă хыпар: граждансем каяшсемшĕн тÿлемелли тарифсем кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пĕчĕкленеççĕ. Каяшсен çын пуçне тивекен нормативĕсене чакарнă — çавăнпа сахалрах тÿлемелле пулĕ. Çитес çулăн пĕрремĕш çурринче ялта пурăнакансен çын пуçне 49,72 тенкĕ тÿлемелле пулĕ. Утă уйăхĕнчен виçе пысăкланать — 60,6 тенкĕ. Хула çыннисен те сахалрах тăкакланмалла пулĕ: кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса — 60,8 тенкĕ, иккĕмĕш çур çулта — 73 тенкĕрен кăшт кăна пысăкрах.

www.hypar.ru

 



02 декабря 2019
16:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter