М.Д.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери XXIX-мĕш опера фестивальне пĕтĕмпе 6 пин ытла ҫын ҫитсе курнă

М.Д. Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери   XXIX-мĕш опера фестивалĕн пĕтĕмлетӳ концерчĕ пирки раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркеленĕ планеркăра тарăн сӳтсе явнă. 

Икĕ эрне хушшинче Чăваш оперăпа балет театрĕнче хамăр ҫĕршыври тата ют ҫĕршывсенчи театрсен артисчĕсем хăйсен ăсталăхне сцена ҫинче халăха кăтартса панă.  Кăҫал чӳк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ М.Д.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивальне йышăннă, вăл раштавăн 1-мĕшĕчченех пынă.

Фестиваль программи пуян пулнă. Вăл çĕнĕ спектакльпе — «Царская невеста» оперăпа — уçăлнă. Ăна Раҫҫей Федерацийĕн Культура министерствин гранчĕпе Йошкар-Ола режиссерĕ Сергей Шепелев лартнă, дирижерĕ — Дмитрий Банаев. Оперăна Н.А.Римский-Корсаков композитор çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă. Пĕрремĕш кунхине сцена çине чăваш театрĕн артисчĕсем тухнă, иккĕмĕш кунхине çак спектакльте Тутар патшалăх оперăпа балет театрĕнчи Венера Протасова, Пысăк театрти Александр Касьянов, Мариинка театрĕнчи Евгений Чернядьев тата Китайран килнĕ Лю Иньлун юрланă.

Чӳк уйăхĕн 23-мĕшĕнче куракансем Михаил Мусоргскин «Борис Годунов» оперипе киленме пултарнă. Унта тĕп арисене РФ тава тивĕçлĕ артисчĕсем Владимир Кудашевпа Вячеслав Почапский (Мускав) шăрантарнă. Тепĕр виçĕ кунран Раççей халăх артистне Дмитрий Хворостовские асăнса концерт (дирижерĕ — РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Ольга Нестерова) иртнĕ. Унта Саратовпа Ĕпхӳрен, Италипе Болгарирен тата Австрирен килнĕ артистсем хутшăннă.

Чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Кăнтăр Африкăран килнĕ тенорсен концерчĕ пулнă. Вĕсем сцена çине тĕрлĕ халăх юррисемпе тухнă. Кăнтăр Африка Республикипе Лесотто артисчĕсем вырăсла та, чăвашла та юрланă.

 Фестиваль яланхи пекех гала-концертпа вĕçленнĕ. Унта Раççейри тĕрлĕ театр, Германипе Болгарирен, Китайпа Италирен килнĕ солистсем куракансене савăнтарнă.

Иртнĕ кану кунĕсенче Атăлҫи федераци округĕнчи «Театрлă Атăлçи» фестивалĕ иртнĕ.  Хĕрӳ ăмăртусенче пурĕ 28 ушкăн пурĕ 14 регионтан тупăшнă.   Проекта РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров пуҫарнипе йĕркелесе янă. 

Чăваш Енрен ҫамрăксем  фестивалĕн сакăр номинацирен тăваттăшĕнче хутшăннă, пĕринче вара мала тухса ыттисемшĕн тĕслĕхре пулнă.

«Студентсене, шкул ачисене чун-чĕрен тав тăватăп.  Ачасем хăйсен пушă вăхăтне усăллă ирттерессишĕн тăрмашаҫҫĕ, ăсталăха туптаса халăх валли пысăк пахалăхлă мероприятисем кăтартса пама пикенеҫҫĕ. Пултаруллă ачасен ашшĕ-амăшĕсене те пысăк мухтав. Ачасене вĕрентекенсем те хисепе тивĕҫ, пурне те саламлатăп», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев. 

Мала тухнисене савăнăҫлă лару-тăрура раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чулхулара  «Комедiя»  театрта чыслаҫҫĕ.  

«Школьные и студенческие театральные коллективы» номинаци  ҫĕнтерӳҫисем ҫĕнĕ спектакль лартма 100 тенкĕрен пуҫласа 200 тенкĕ таран укҫан гранта тивĕҫеҫҫĕ.

Чи лайăх режиссерсем тата актерсем валли Мускава кайма, Раҫҫейри паллă спектакльсен ăстисемпе тĕл пулма тата вĕсен ăсталăхĕсемпе паллашма условисем йĕркелеҫҫĕ.  Хисепе тивĕҫнисене хамăр регионта та сумлăх чыслама тĕллев лартнă.   

Пĕлме:

Шăматкун вара сасăлав кăтартăвĕсене те тӳрĕ эфирта пĕтĕмлетнĕ. "Чи лайăх шкул театрĕ" ята  Пушкăртстанри коллектив тивĕçрĕ, "Чи лайăх студент театрĕ" ята - пирĕн "Абрикосовый сад". "Чи лайăх режиссер" -  Дмитрий Миронов (ЧПУ).  "Студентсен театрĕн чи лайăх актерĕ" -  пирĕн Вячеслав Краснов. "Шкул театрĕсен чи лайăх актриси"  -  Шупашкарти 4- мĕш лицейри Роза Коробова.



02 декабря 2019
15:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter