"Театрлă Атăлçи" фестиваль çĕнтерÿçисене палăртрĕç

Раççейри Театр çулталăкне халалланă "Театрлă Атăлçи" проект вĕçленчĕ. Чÿк уйăхăн 29-мĕшĕнче тÿрĕ эфирта чи лайăх ĕçсемшĕн сасăланă.

Шăматкун вара сасăлав кăтартăвĕсене те тÿрĕ эфирта пĕтĕмлетрĕç. "Чи лайăх шкул театрĕ" ята  Пушкăртстанри коллектив тивĕçрĕ, "Чи лайăх студент театрĕ" ята - пирĕн "Абрикосовый сад". "Чи лайăх режиссер" -  Дмитрий Миронов /ЧПУ/.  "Студентсен театрĕн чи лайăх актерĕ" -  пирĕн Вячеслав Краснов. "Шкул театрĕсен чи лайăх актриси"  -  Шупашкарти 4- мĕш лицейри Роза Коробова.

Пирĕннисенчен унта Шупашкарти 4- мĕш лицейри сцена искусствин студине çÿрекенсен "Наброски судьбы"  спектакльпе хутшăннăччĕ, студентсенчен - И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ- роль вузсен хушшинчи "Абрикосовый сад" театрĕ "Мой дедушка был вишней" ĕçпе.

www.hypar.ru

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
02 декабря 2019
16:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter