Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Каҫал ен районĕнче Василий Петрович Разумова вице-адмирала халалласа лартнă «Якорь» палăка торжествăлла майпа уҫнă ҫĕре хутшăннă

В селе Старочелны-Сюрбеево Комсомольского района состоялось открытие памятника уроженцу района, вице-адмиралу Василию Петровичу РазумовуРаштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Каҫал ен районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă. Унта республика Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин участникне, вице-адмирала, районта Кĕҫĕн Ҫĕрпӳелре  ҫуралса ӳснĕ ентешĕмĕре – Василий Петрович Разумова халалласа лартнă «Якорь» палăка торжествăлла майпа уҫнă ҫĕре хутшăннă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче  паллă пулăма пухăннă хăнасене саламланă май, палăк хăйне евĕр тесе хакланă, ҫитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕҫе пысăк витĕм кӳнине асăннă.  Регионта ҫулсерен ҫакăн евĕр пулăмсем пулса иртнине, паттăрсене халалласа палăксем уҫнине каланă.  Паянхи куна илес пулсан вĕсен йышĕ 1678 ҫитнĕ тесе хыпарланă вăл.

«2020-мĕш ҫулта Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 75 ҫул ҫитнине анлăн паллă тăватпăр. Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче ҫĕнтернĕренпе 75 ҫул ҫитнипе Раҫҫейре Астăвăмпа Мухтав ҫулталăкĕ теме палăртнă. Апла пулсан, пирĕн паттăрсем патне ытларах та ытларах тимлĕх уйăрма тăрăшмалла», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

«Союз офицеров «Сыны Отечества»  регионсен хушшинчи обществăлла организацийĕн председателĕ, вице-адмирал Владислав Ильин район ҫыннисене саламланă, ентешĕпе пĕр районтанах пулнине те хыпарланă, пĕр-пĕринпе туслă пурăннине пĕлтернĕ.  

   «Старочелны-Сюрбеевская СОШ» МБОУ директорĕ Светлана Антонова хăйĕн сăмахĕнче ялта урам ятне те паллă ентеше асăнса ят панине, Асăну хăмине ҫирĕплетнине палăртнă.  Ҫулсерен спорт мероприятине те йĕркелесе ирттернине хыпарланă.  

Пуҫаруллă ĕҫре «Кетне» ентешлĕхĕн витĕмлĕхĕ пысăк.  Вĕсен шухăшне Каҫал ен районĕн администрацийĕ те ырланă пулнă. Пурте пĕрлешсе пĕр шухăшлă пулса, палăка уҫма йышăннă.  «Промэнерго» АХО генеральнăй директорĕ, Раҫҫей Федерацийĕн хисеплĕ энергетикĕ, Каҫал Енĕн Хисеплĕ гражданинĕ Анатолий Иванов объекта уҫма пулăшупа тивĕҫтернĕ.

Палăк проектне Чăваш Республикин паллă та тава тивĕҫлĕ архитекторĕ Сергей Лукьянов хатĕрленĕ.  

Мероприятине паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, «Военно-морское братство»  ветерансен Союзĕн председателĕ Евгений Орешкин,  Чăваш халăх поэчĕ Валерий Тургай,  «РСУ» АХО генеральнăй директорĕ тата та ытти сумлă хăнасем пуҫтарăннă.    

Фоторепортаж



20 декабря 2019
12:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter