Шупашкар хулин Депутачĕсен пухăвне йĕркелесе янăранпа 25 ҫул ҫитнине палăртса чаплă уяв иртнĕ

В столице Чувашии отметили 25-летие Чебоксарского городского Собрания депутатовШупашкар хулин депутачĕсен Пухăвне йĕркелесе янăранпа 25 ҫул ҫитнине палăртса, раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче чаплă уяв иртнĕ. Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев хутшăннă.

Мероприятине ҫакăн пекех Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев, Шупашкар хулин пуҫлăхĕ Евгений Кадышев, хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков тата ытти официаллă хăнасем пуҫтарăннă.

Чи малтан пухăннă хăнасем тĕрлĕ куравсемпе паллашнă, Шупашкар хулин депутачĕсен ĕҫĕсене ҫутатса паракан материалсене курса тухнă. Сăмах май, Чăваш Ен тĕп хули пирки паха ĕҫсене курса хакланă.

Уяв мероприятийĕнче чи малтан пухăннă мĕнпур ҫынсене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев сумлăн саламланă.  25 ҫул хушши регион аталанăвĕшĕн таса чунпа, яваплăха туйса ырми-канми ĕҫленĕшĕн  депутатсене мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Халăх тарҫисем саккунсене пăхăнса, ҫынсен ырлăхĕшĕн тăрăшса вăй хуни куҫкĕретех тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.   

«Мĕнпур шайри влаҫ органĕсемпе хула депутачĕсем тухăҫлă ялан ĕҫлеҫҫĕ.  Обществăлла организацисен ĕҫне витĕм кӳме тăрăшаҫҫĕ.  Халăха экологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтерессишĕн ҫивĕч тимлеҫҫĕ.  Тăван Атăла хулари предприятисемпе организацисем таса мар ăптăр-каптăр тăкмаҫҫĕ.  Шыв халăхшăн юрăхлă та таса пултăр тесе ĕҫлеҫҫĕ.  Пур ĕҫсем те тĕслĕхре», - тенĕ Михаил Игнатьев.  2019 ҫулта депутатсем тухăҫлă ĕҫленĕ тесе хакланă вăл.   

«Палăртсах калатăп, 2019-мĕш ҫула япăх мар кăтартусемпе вĕҫлетпĕр.  Хула хутлăхне хăтлăлатса пырассипе ыттисемшĕн ырă тĕслĕхре.  Атăлҫи федераци округĕнче Чăваш Ен паха тĕслĕхре.  Ку вара чи кирли. Республика бюджечĕн калăпăшĕ ӳсни хуласемпе ялсене аталантармалли ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсене пурнăҫлама пысăк укҫа-тенкĕ уйăрма май парать.  Чăваш Ен влаҫ органĕсен тухăҫлă ĕҫ-хĕлĕпе Раҫҫейри чи ăнăҫлă ĕҫлекен ҫирĕм регион йышне кĕчĕ.  Пирĕн хуласем ҫĕршыври чи лайăххисен йышĕнче.  Малашне те хамăр ҫитĕнӳсемпе тивĕҫлипех мăнаҫланма тата чаплăрах плансем палăртса ӳлĕмрен те тĕллевлĕн ĕҫлеме пултаратпăр» - тенĕ Михаил Васильевич Игнатьев.   

Юлашки ҫулсенче хулан сăн-сăпачĕ курăмлăнах хитреленсе пырать. Инфратытăм вăй илет. Кулленех ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ объектсем ҫĕкленсе пыраҫҫĕ.  Шкулсем, ача сачĕсем уҫăлаҫҫĕ. Культура вăй илчĕ, спорт, социаллă сфера ҫирĕпленчĕ.      Халăха пурăнма хăтлă условисем йĕркеленчĕҫ.  Мĕнпур ĕҫсене пĕрлĕхре пурнăҫланă. Тăрăшни сая кайман, ҫитĕнӳсем малалла та хавхаланса ĕҫлеме витĕм кӳреҫҫĕ.  Вăл ĕҫсенче хула депутачĕсем те сахал мар палăрнă.

Уявра хисепе тивĕҫнисене яланхиллех патшалăх наградисене парса чысланă.

Мероприяти уяв концерчĕпе вĕҫленнĕ, куракансем кăмăллă юлнă.   

Фоторепортаж

 



20 декабря 2019
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter