Комсомольски районĕнчи Шурут ялĕнче çĕнĕ Культура çурчĕ уçăлнă

В Комсомольском районе Чувашской Республики открылся новый сельский Дом культурыРаштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Каҫал енре ҫĕнĕ Культура ҫуртне торжествăлла майпа уҫнă ҫĕре хутшăннă.

Чи малтанах пухăннă ял халăхне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич ҫывхарса килекен Ҫĕнĕ ҫул уявĕ ячĕпе саламланă, чаплă объект хута кайнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

 Культура тата йӑла-йӗрке сывӑ пулсан халӑх та чӗрӗ. Об­щест­вӑн пат­риотлӑхпа ҫемье хаклӑхӗсене вӑй парса тӑракан ӑс-хакӑл никӗ­сӗсене хывма витĕм кӳреҫҫĕ культура ҫурчĕсем. Ял тăрăхĕсенче пурăнакансемшĕн Культура керменĕсем ҫĕкленни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халăх пĕр чăмăра пухăнса хăйсен тавракурăмлăхне ӳстерме пултарать, пултаруллăх тĕнчине те аталантарса пыма те меллĕ тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  Ахальтен мар пулĕ, Чăваш Ен Правительстви культура ҫине кулленех сахал мар тимлĕх уйăрать тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.

«Юлашки ҫулсенче ҫĕнĕ клуб – 18 хута янă.  Ҫитес ҫул тата 7 клуб хăпартса лартма планра пур. Иккĕмĕш тапхăрпа регионта тата та 25 культура ҫурчĕ ҫĕкленесси паллă», - тенĕ республика Ертӳҫи Михаил Васильевич.  

Культурӑна аталантарасси тата пулӑшса пырасси яланхи пекех пат­ша­лӑхӑн тӗп тӗллевӗсен шутӗнче. Отрасль валли уйӑракан укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ ҫулсерен ӳссе пырать. Культу­рӑпа кану учре­ж­де­ни­йӗ­сен ты­тӑмне аталантарассипе тата культурӑпа искусство учрежде­нийӗсен пур­лӑхпа тех­ника никӗсне ҫирӗплетессипе ҫыхӑннӑ анлӑ ӗҫ малалла  та вăй илсех пырĕ тенĕ вăл.

Сăмах май, Михаил Игнатьев кăҫал ҫĕнĕ Указ алă пусса ҫирĕплетнине те аса илсе хăварнă.  Регионта пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайне ҫĕклессипе хушма мерăсем йышăнасси пирки каланă ҫав документра тенĕ Ертӳҫĕ.  Республикăри культура учрежденийĕсем валли тата та хушма укҫа  пулĕ, 364  объект ҫĕнелсе улшăнĕ, вĕсене валли  ҫур миллиардлăх тĕрев куҫĕ. 

Паян хаваслă лару-тăрура «Промэнерго»  АХО генеральнăй директорне Анатолий Иванова РФ Энергетика министерствин Хисеп паллипе чысланă.  Нумай ачаллă Маковсен ҫемйине ҫĕнĕ ҫуртăн уҫҫине парса хавхалантарнă. Палăртмалла, объекта социаллă программăна тĕпе хурса хăпартса лартнă. 

Уявра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов тата Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев патшалăх программисем пирки тĕплĕнрех ăнлантарса панă, ҫĕнĕ проектсемпе паллаштарнă. Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе ĕҫленĕ мероприятисем ҫинче чарăнса тăнă. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Михаил Васильевич Игнатьевăн Указне тĕпе хурса, ялсенче халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ тата та лайăхланса пырассине асăннă. Ҫулсем, ача сачĕсем, шкулсем, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем кулленех хута каяссине хыпарланă.

Савăнăҫлă лару-тăрăва сумлă хăнасем те килсе ҫитнĕ.   «Сыны Отечества»  регионсен хушшинчи обществăлла организацийĕн председателĕ Владислав Ильин ентешсене чун-чĕререн саламланă, ял сăн-сăпачĕ чăнласах та ырă енне куҫса пынине ҫирĕплетнĕ.  

Мероприятине пуҫтарăннă мĕнпур халăха ҫакăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Каҫал ен районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Александр Осипов,  районăн ентешлĕх ертӳҫи, Чăваш халăх поэчĕ Валерий Тургай тата ытти официаллă ҫынсем саламланă, уяв кӑмӑл-туйӑмӗ, ырлӑх, пулта­рулӑхра ҫитӗнӳсем тата хавхалану суннă.   

Мероприяти савăнăҫлă концертпа вĕҫленнĕ.      

Фоторепортаж  



20 декабря 2019
15:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter