Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Энергетика комплексӗн ӗҫченӗсен кунĕ ячĕпе саламлани

Чӑваш Республикин энергетика комплексӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 

Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Экономикӑн тӗрлӗ отрасльне тухӑҫлӑн аталантармалли никӗс энергетика шутланать, вӑл пирӗн пурнӑҫӑн мӗнпур сферинех, юн ҫаврӑнӑшӗн тытӑмӗ евӗр, витӗмлӗ вӑй кӳрсе тӑрать.

Республикӑн энергетика комплексӗ хӑватлӑ электростанцисем­пе хальхи вӑхӑтри оборудованирен тата шанчӑклӑ сетьсенчен кӑна йӗркеленмен, унӑн чи хаклӑ тупри  – пултаруллӑ ҫынсем, чӑн-чӑн професси ӑстисем.

Сирӗн ырми-канми ӗҫӗре тата пысӑк яваплӑхӑра пула Чӑваш Ен энергетикин вӑй-хӑвачӗ хушӑнса пырать, энерги парса тӑрассин шанчӑклӑхӗ ӳсет, ҫакӑ вара республикӑри предприятисен лайӑх ӗҫне, унпа пӗрлех пирӗн килсенче, шкулсемпе ача сачӗсенче, больницӑсенче ҫутӑ, ӑшӑ тата хӑтлӑ пулассине тивӗҫтерет.

Инновациллӗ технологисене хастарлӑн ӗҫе кӗртсе тата управлени мелӗн ку чухнехи тухӑҫлӑ йышӑнӑвӗсемпе усӑ курса пирӗн энергетика предприятийӗсем Раҫҫейри тата тӗнчери рыноксенче малашне те малти вырӑнсенче пулассине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Отрасле йӗркелесе ҫитерес тата аталантарас тӗлӗшпе хӑйсенчен мӗн килнине пӗтӗмпех тунӑ ветерансене уйрӑммӑн тав туса хӑваратӑп.

Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ӗҫре малашнехи ҫитӗнӳсем, иксӗлми вӑй-хал, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                         Михаил Игнатьев

 



21 декабря 2019
07:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter