Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна Правительство членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе ирттернĕ

Раштав уйăхĕн  23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна Правительство членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри – халăха социаллă пулăшу парасси.  2020-мĕш ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа пенси вăхăтне ҫитнисене, нумай ачаллă ҫемьесене патшалăх енчен тĕрев куҫарасси пирки тарăн ыйтăва пăхса тухнă.   

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хăйĕн сăмахĕнче регионта социаллă пулăшăва халăх патне 90 енлĕн илсе ҫитернине хыпарланă.    2020-мĕш ҫулта ҫынсене патшалăх тĕревĕпе тивĕҫтерме  7,6 млрд пăхса хăварнă тенĕ вăл. Иртнĕ ҫулхинчен кăтарту 10 процент пысăкрах пулни куҫкĕретех. Енчен те ҫемьере пĕрремĕш ача кун ҫути курчĕ пулсан, вĕсене те патшалăх пулăшăвĕ куҫĕ. Кун пек тĕреве 2020-мĕш ҫулта 8 700 ытла ҫемье усă курма пултарать тесе сăмаха малалла тăснă министр.

«Кун пек пысăк пулăшăва тĕнчере нихăш ҫĕршывра та тивĕҫтермеҫҫĕ. Социаллă тĕрев халăха вăй илсе ҫирĕпленсе пыма витĕм кӳрет», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев.

Ҫамрăк хĕрарăм пĕчĕк пепке ҫитĕнтерет пулсан, 2020 ҫулта патшалăх енчен  вĕсене тĕрев куҫĕ. Тепĕр тесен, хушма пĕлӳ илме те патшалăх укҫа куҫарса пама пултарать.  Вĕренӳ тапхăрĕнче амăшне 12 130 тенкĕ пама плана кĕртнĕ патшалăх.

«Демографи» наци проектне тĕпе хурса, 50 ҫула ҫитнисем валли хушма професси илме условисем те йĕркеленесси куҫкĕретех. Чăваш Республикин тулашĕнче вĕренекен студентсене аслă пĕлӳ илме май паракан учреждени тĕлне ҫитме ятарлă укҫа парса тивĕҫтерме плана кĕртнĕ. Пурăнма условисем хатĕрленĕҫ, анчах та паллă - вĕренӳ тапхăрĕ вăхăтĕнче кăна. Ĕҫ ветеранĕ ята тивĕҫнисене вара нумай хваттерлĕ ҫуртсенче пурăнаканнисене,  объектсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене пурнăҫланăшăн, компенсаци парса тивĕҫтерме пăхса хăварнă. Палăртса хунă тăрăх, вăл пулăшăва регионта пурăнакан 4,6 пин ҫын тивĕҫме пултарĕ тесе хыпарланă Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев.  

Раҫҫей Федерацийĕн Пенси фончĕн регионти уйрăмĕн Управляющийĕ Роза Кондратьева ыйтăва малалла тăснă май, 2020-мĕш ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа  ĕҫлемен пенсионерсен страховани пайĕ 6,6 процента ҫити хăпарассине ырă хыпара пĕлтернĕ.  Ытти категорире тăракансен те хăш-пĕр ырă ҫĕнĕлĕхсем пулассине асăннă вăл.  

«Чăваш Енре пенсине ҫитес ҫулта кăрлач уйăхĕн 3-мĕшĕнченех пама пуҫлаҫҫĕ.  Палăртнă вăхăтран кăштах маларах тивĕҫтерĕҫ почта уйрăмĕсенче тăрăшакансем», - хыпарланă Роза Кондратьева.

Ҫитес ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа амăшĕн капиталĕ 466 617 тенкĕ пулать. Ҫемьере иккĕмĕш ача ҫуралсан, уйăхсерен парса тивĕҫтерекен укҫа виҫи 9 541 тенкĕне ҫитет. 



23 декабря 2019
14:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter