Чăваш автономи облаҫне 100 ҫитнине палăртса фотокурав йĕркелессине Правительство ҫуртĕнче тĕплĕн сӳтсе явнă

 Раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Улатăр тата Пăрачкав епископ Федорпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Уҫă тĕлпулăва фотохудожниксем  Владимир Косачев, Вадим Маршев тата Александр Швед хутшăннă.  Иртнĕ ҫул вĕсем шăпах та, хăш-пĕр чикӳсемпе ҫыхăннă проектсене пурнăҫа кĕртнĕ пулнă.   Кăҫал та ҫак ĕҫсене пĕтĕм кăмăлпа пурнăҫласа пынă художниксем.

Михаил Васильевич Игнатьев ӳнерҫĕсен ĕҫĕсене пысăка хурса хакланă.  Вĕсен ĕҫĕсемпе республика Пуҫлăхĕ ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе Улатăрта пулнă чухне тĕплĕнрех паллашнă пулнă, проектсем Улатăрти чиркӳсен илемлĕхне витĕм кӳреҫҫĕ тесе палăртнă.   

Паян уҫă калаҫăва пухăннисем пĕрле Чăваш автономи облаҫне 100 ҫитнине палăртса пĕрлехи проект хатĕрлесен те аван пулнă пулĕччĕ тенĕ. Фотокурав яланхиллех халăхшăн пĕлтерĕшлĕ пуласса шанса каланă вĕсем.

Чăваш Республикин тĕп хули – Шупашкар хăйне евĕр илĕртӳллĕ, хитре. Ҫакнах калаҫăва хутшăннисем тепĕр хут ҫирĕплетсе хăварнă. Ют ҫĕршывран килнисем те час-часах кун пирки асăнаҫҫĕ тенĕ хăнасем.     Тĕрлĕ регионсем те хапăл тусах йышăнни куҫкĕретех тенĕ вĕсем сăмаха малалла тăснă май.   «Чăваш Енре пурăнакансем Раҫҫейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче ĕҫлеҫҫĕ.  Апала пулсан, пирĕнтен аякра вырнаҫнă халăхшăн фотокуравсем тата та питĕ кăсăклă пулĕҫ.  Куравсем ҫынсене пĕр чăмăра пухăнса, пĕр-пĕринпе туслăрах, ҫывăхрах пулма витĕм кӳрĕҫ», - тенĕ Владимир Косачев.  

 Паянхи тĕлпулăва ҫакăн пекех Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов, Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев хутшăннă. 

Фоторепортаж



23 декабря 2019
15:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter