Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пулнă

Михаил Игнатьев поблагодарил руководителей предприятий электротехнического кластера Чувашской Республики за вклад в подготовку высококвалифицированных кадров Раштав уйăхĕн  23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пулнă.  

Аслă шкулта унпа пĕрле вĕренӳ учрежденийĕн ректорĕ Андрей Александров ҫӳренĕ. Палăртнă кун хăнасем «Г» тата «В» корпусра пулнă,  лаборатори уйрăмĕсене пăхса тухнă. Электротехника кластерĕ вĕренӳ учрежденине епле витĕм кӳнипе кăсăкланнă.

Нумаях пулмасть аслă шкулта «Цифрăллă подстанци» хута кайнă. Кафедра ертӳҫи  Александр Наумов ятарлă уйрăма   йĕркелеме НПП «ЭКРА» ТМЯО пысăк тĕрев панине хыпарланă. Аслă шкулăн ректорĕ Андрей Александров кун йышши лаборатори Раҫҫейре пĕртен-пĕр шутланнине асăннă.  

Вĕрентӳ технологийĕсен центрне 2018 ҫулта пуш уйăхĕнче ĕҫлеттерсе янă. Факультет деканĕ Владимир Ковалев хăйĕн сăмахĕнче студентсемпе аслă шкулсенче вĕренекенсем валли хăтлă условисем пуррине хыпарланă. Ачасен професси пĕлĕвне ӳстерсе пыма ҫав тери меллĕ тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. Кунсăр пуҫне  «Транснефть» тата  «ЧЭАЗ» АО ĕҫлекен специалистсем кашни ҫул хăйсен пĕлĕвне ӳстерме ятарлă центăра ҫӳреҫҫĕ тенĕ ертӳҫĕ.  НПП «ЭКРА» пысăк вольтлă техникăсемпе тимлекен департаментăн директорĕ Владимир Вишневский хăйĕн сăмахĕнче ҫамрăксем  НПП «ЭКРА» ТМЯО таварĕсене тĕпчессипе анлăн тăрăшнине те пĕлтернĕ.

Хăнасем электроэнергетика тытăмĕн хăйне евĕр чаплă лабораторийĕн ĕҫĕпе кăсăкланнă. «Маларах электроника енĕпе вĕренме чи вăйлисем, чи лайăххисем килетчĕç. Халĕ вара вĕсем Мускавпа Санкт-Петербурга çул тытаççĕ», - çак шухăша та уçса панă тĕлпулура нумай çул ĕçлекен, аслă преподавательсем. Михаил Васильевич чи лайăххисене хамăр патрах хăвармаллине палăртнă. Çапла тума халĕ условисем тунă. Çакна чăннипех курса ĕнентĕмĕр тенĕ Пуҫлăх.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ объектпа паллашнă хыҫҫăн, кăмăллă юлнă.  И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ пысăк ĕҫ пурнăҫланă тесе хакланă вăл. Электроэнергентика кластерĕ валли ҫителĕклĕ таран специалистсем хатĕрлесе кăларма условисем пур тесе ҫирĕплетсе хăварнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич. «Инвестици хывакан предприятисене чун-чĕререн тав тăватăп. Вĕсем паха специалистсем пулччĕр тесе тăрăшаҫҫĕ. Студентсен тавра-курăмлăхĕ ӳссе пытăр тесе тимлеҫҫĕ.  Университет ыттисемпе танлаштарсан ҫӳллĕ шайра тăтăр тесе вăй хураҫҫĕ», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев.

Вăл кун ертӳҫĕсемпе пĕрле студентсем ҫавра сĕтел мелĕпе уҫă калаҫу ирттернĕ. Пысăк технологипе ҫыхăннă ыйтусем тавра канашланă, ҫамрăксене кăсăклантаракан ыйтусене тишкернĕ, патшалăх пулăшăвĕсем пирки сăмахланă.  

Паянхи пурнăҫ таппине илес пулсан, факультетран вĕренсе тухакансенчен 80 проценчĕ ĕҫе вырнаҫать, пысăк шалу илсе,  хăйсен пурнăҫ условийĕн шайне хăпартса пыма пикенет. Магистратурăра ăс пухакансем те сахал мар, кăтарту 85 процента ҫитнĕ.

Республикăри электротехника кластерне пысăка хурса хаклать Раҫҫей Федерацийĕн Энергетика министерствипе  РФ Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха ҫавăрса.

Михаил Игнатьев малтанах «Г» корпусри вĕрентӳ технологийĕсен центрĕн, «Цифра подстанцийĕ» лабораторин ĕçĕ-хĕлĕпе, «В» корпусри КАСКАД ГРУПП стендчĕсемпе паллашнă. Çавăн пекех «Технологисемпе электронлă техника изделийĕсен лабораторине», «Наноэлектронлă устройствăсемпе тытăмсен лабораторине», «Микропроцессор хатĕрĕсемпе тытăмĕсен лабораторине», «Цыфра реле хӳтĕлевăн тата автоматика лабораторине», «Пĕтĕмĕшле электропривод тата электричество машинисен лабораторине» кĕрсе курнă. Ку лабораторисене йĕркелеме республикăри паллă предприятисем пулăшнă. Кунта студентсем кăна мар, шкул ачисем те пĕлӳ илеççĕ. Диплом илнĕ çамрăк специалистсем тӳрех энергетика обьекчĕсене ĕçе вырнаçма пултараççĕ. «Çĕнĕ йышши оборудовани пур, республика валли кадрсем хатĕрлетпĕр, çĕршыв электричествăсăр юлмĕ», - шӳтленĕ преподовательсем.

Паянхи куна республикăра электротехника кластерне 29 пысăк предприяти кĕрет.  Вĕсем 100 000 ытла паха таварсем калăпласа кăлараҫҫĕ.  Вĕсен таварĕсене Раҫҫейри мĕнпур регионсенче хапăл тусах йышăнаҫҫĕ.

«Электроникăпа паян тĕнчипех ытларах та ытларах кăсăкланаççĕ. Электроника малалла та аталанса пырĕ. Çак отрасель тата вăйлантăр тесен Шупашкарта пĕр-пĕр предприяти çумĕнче электроника центрĕ уçсан аван пулмалла», - палăртнă мероприятине пухăннисем, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн «Г» тата «В» корпуссенчи электрооборудованипе çыхăннă тĕрлĕ лабораторипе паллашнă май.

«Наци проектне пурнăҫа кĕртессипе хăватлă ĕҫлетпĕр.  Халăх ыйтакан таварсене ытларах та ытларах калăпласа кăларма пикенеҫҫĕ предприятисемпе организацисем.  Импорта улăштарссипе республика ырми-канми тăрăшать. Промышленноҫ предприятийĕсем кулленех хăйсен таварĕсен пахалăхĕ ҫине пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ.  Технологи витĕмлĕх пысăк пулни те куҫкĕретех», - тенĕ Михаил Игнатьев.   Кунсăр пуҫне регионта вĕренӳ витĕмлĕхĕ анлăн пурнăҫа кĕрсе пыни сисĕнет.  Наукăпа вĕренӳ пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăннă, паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе тăраҫҫĕ тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ пуласлăх ыйтăвĕсем пирки те чарăнса тăнă, инфратытăмпа ҫыхăннă проектсем пирки сăмахланă.Паллă кун хисепе тивĕҫнĕ студентсене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин тата Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн стипендийĕсене илме май паракан свидетельство парса хавхалантарнă.   Республика Пуçлăхĕ «В» корпусра йĕркеленĕ «Энергетикăри цифра технологийĕсен аталанăвĕпе кадрсем хатĕрлесси» «çавра сĕтеле» хутшăннă. Уҫă калаҫăва студентсемпе, вĕрентекенсемпе Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев хутшăннă.  

Фоторепортаж



24 декабря 2019
09:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter