Правительство ҫуртĕнче Чăваш Енри 68 ĕҫчене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă

В Доме Правительства Чувашии 68 жителям республики вручены государственные награды Раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Чăваш Енре ĕҫлесе пысăк хисепе тивĕҫнисене Раҫҫей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисене савăнăҫлă лару-тăрура парса чысланă.

Паллă пулăма регион Пуҫлăхĕпе пĕрле Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев хутшăннă. 

Урамра ҫанталăк лăпкă мар пулин те, паян мероприятине пухăннисен савăнăҫлă йăл кулли пурсăмăра та хавхалантарса тăрать тенĕ  хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич. Пĕр ҫемьери пек пурте килĕшсе, савăнăҫлă кăмăл-туйăмпа пуҫтарăннă паллă пулăма тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Паллă, ҫак кун пурин асăнче те ĕмĕрлĕх юласса та шансах тăратпăр тенĕ регион Пуҫлăхĕ.

«Эсир ҫемье йăли-йĕркине, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатса упраса пыма тăрăшатпăр.  Сире пурсăра та куншăн пысăк тав», - тенĕ Михаил Игнатьев

Чăваш Еншĕн мĕнпур награда хăйне евĕр пысăк истори пулса тăнине асăннă Ертӳҫĕ.

«Кашни кун кирлĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕҫ тăватăр эсир.  Ҫĕр ҫинче ĕҫлесе, халăхшăн усăллă ĕҫсем тума пикенетĕр.  Производствăра, вĕренӳпе сывлăх сыхлавĕнче, культурăра, спортра кулленех пысăк ҫитĕнӳсемпе палăратăр.  Ачасене тĕрĕс тĕкел ҫитĕнтерсе ура ҫине тăма витĕм кӳретĕр.  Сирĕнтен кашни обществăлла ĕҫсене те хастар хутшăнать.  Пĕлӳ шайне ӳстерсе пырассипе те ырми-канми вăй хуратăр эсир.  Пысăк тĕллевсем патне пуҫаруллă ĕҫсем йĕркелесе вирхĕнсе кĕретĕр. Хăвăра шанса панă ĕҫсене те таса чунпа, яваплăха туйса саккунсене пăхăнса пурнăҫласа пыратăр», -  тенĕ хăйĕн саламĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

«Пирĕнтен йышăнсамăр чи таса туйăмпа парнеленĕ саламсене.  Ҫывхарса килекен ҫĕнĕ 2020-мĕш ҫул ячĕпе хĕрӳллĕн саламлатăп. Пысăк ҫитĕнӳсем, ĕҫре тавракурăмлăха ӳстерсе ыттисемшĕн паха тĕслĕх пулса тăма сĕнетĕп», - тенĕ регион Ертӳҫи.

Патăрьел тăрăхĕнче пурăнакан Надежда Мулгачевăна йывăр лару-тăрура ҫын пурнăҫне ҫăлса хăварнишĕн Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшӳллĕн медаль парса хавхалантарнă.   

Ҫемье туприне тытса пынăшăн, шанӑҫлӑха, ӑнла­нупа хисепе, тимлӗхпе пулӑшăва халăх хушшинче сарма витĕм кӳнĕшĕн, йывӑр самантра пĕрне-пĕри пулăшма, общество ыр­лӑ­хӗшӗн пултаруллӑн ӗҫлеме пикеннĕшĕн Шупашкар, Ҫĕнĕ Шупашкар, Элĕкре пурăнакансене пĕтĕмпе тăватă ҫынна «Родительская слава» ятлă медаль парса чысланă регион Пуҫлăхĕ.  

Чăваш Енре  мӑшӑрсен юратӑвӗпе шанчӑклӑхӗ мӗн авалтан пысӑк хисепре, вӗсем – пурнӑҫӑн тӗп тӗрекӗсем, ҫемье вара  ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсен, наципе культура йӑли-йӗр­кин управҫи шутланать тенĕ республика Пуҫлăхĕ.

Паян мероприятинче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн культура пайĕнче пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнă «Газпром трансгаз Нижний Новгород профсоюз – Заволжское линейное производственное управление магистральных газопроводов» клубăн пултаруллăх ертӳҫине Андрей Тюмерова РФ Президенчĕн Тав сăмахĕпе чысланă.

Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ ята  «Чувашское республиканское объединение организаций профсоюзов «Чувашрессовпроф»  Союз членне Евгений Тертышнова панă.  Пысăк хисепе тивĕҫнисем Раҫҫей, республика ертӳлĕхне тав сăмахĕсем каланă, наградăсем малашне тата та ытларах тăрăшса тухăҫлăрах  ĕҫлеме хавхалантарнине пĕлтернĕ.

«Хисеплĕ Михаил Васильевич! Чун-чĕререн тав тăватăп, ҫакăн пек пысăк хисепшĕн.  Республикăра пурăнакан ҫемьесен ырлăхĕшĕн, пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерсе пыма витĕм кӳнĕшĕн тав. Сирĕн умра ҫĕре ҫити пуҫ таятпăр. Паян ҫемье институтне ҫирӗплетессине, демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатассине патшалăх пысăк витĕм кӳрет. Чӑваш Енре со­ци­аллӑ пурнӑҫ, сывлӑха сыхлас ӗҫ, вӗренӳ, пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительстви сферисенче ҫемьесене пулӑшу парас, вӗсене со­­циаллӑ хӳтлӗх кӳрессине вӑйлатас, амӑшлӑхпа ачалӑха сыхлас тӗллевсемпе йышӑннӑ патшалӑх программисем ӑнӑҫлӑ ӗҫ­леҫҫӗ. Эпир пĕтĕмпех ҫак ырлăхсене туятпăр», - тенĕ Ҫĕнĕ Шупашкарта пурăнакан ҫитĕ ача амăшĕ «Анне» хисеп паллине тивĕҫнĕ Ольга Шишова.

Аса илтеретпĕр, паян савăнăҫлă лару-тăрура Чăваш Республикинче пурăнакан 68 ҫын пысăк хисепе тивĕҫнĕ. 

Фоторепортаж



24 декабря 2019
17:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter