Чăваш Республикин тĕп хулинче харăсах ача сачĕсем виҫҫĕ хута кайнă

В столице Чувашской Республики в один день открылись три новых детских садаРаштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Шупашкар хулинчи «Садовый» микрорайонта пулнă, унта Ертӳҫĕ 203-мĕш №-лĕ ача садне савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă ҫĕре хутшăннă.    Паян тата тепĕр икĕ пысăк пулăм пулнă, «Новый город», «Кувшинка» микрорайонсенче  ача сачĕсем хăйсен алăкĕсене уҫнă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ашшĕ-амăшĕсене ҫĕнĕ объект уҫăлнă ятпа саламланă, микрорайонта малашне пĕчĕккисене валли ача садне ҫӳреме меллĕ тесе палăртнă.  Республика Пуҫлăхĕ тин ҫеҫ вăй илсе пыракан ҫĕнĕ микрорайонта ҫамрăк ҫемьесем мăшăрланса, ача-пăчасем ҫитĕнтернине, вĕсен хаваслă куллисем пурне те малалла  та ĕҫлеме  хавхалантарнине асăннă. Пуласлăхра тата та пысăк тĕллевсем пуррине, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ объектсем хута каяссине хыпарланă вăл. Микрорайонта халăх йышĕ ӳссех пырать, апла пулсан ҫĕнĕ шкулсем, ача сачĕсем ҫĕклесе пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Калăпăр, 2020-мĕш ҫулта планпа килĕшӳллĕн тата та  объектсене хута яма кĕртсе хăварнă тесе сăмаха малалла тăснă Ертӳҫĕ.

«Кубик-рубик» («Йăрă ача») ача садне уҫнă ҫĕре паян Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов, Шупашкар хулин ертӳҫи Евгений Кадышев, Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков, объекта хăпартса лартакан генеральнăй  подрядчик «Строительная компания «Старатель»  ТМЯО генеральнăй директорĕ Анатолий Владимиров тата ытти ҫынсем пухăннă.  Ача садне уҫнă хыҫҫăн, хăнасем шăпăрлансен пултарулăхне курса хакланă, ал-ĕҫ ăстисемпе паллашнă.      

 Шкул ҫулне ҫитменнисене валли хута янă «Кубик-рубик» ача садне хăпартма пĕтĕмпе 175 млн тăкакланă.  Объекта «Демографи» наци проектне тĕпе хурса пурнăҫа кĕртнĕ.  

Палăртса хăвармалла, ҫĕнĕ ҫурт пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăрать. Условисем чаплă, ачасен тавракурăмлăхне ӳстерсе пыма хăтлă майсем пур. Бассейн, спорт уйрăмĕсем пĕчĕккисен сывлăхне ҫирĕплетме витĕм кӳрĕҫ. Вĕрентӳ пӳлĕмĕсенче вара техника хальхи пурнăҫ таппипе тӳр килет.

Объект ҫывăхĕнче ачасене уҫăлса ҫӳремелли ятарлă лаптăк хатĕрленĕ, тавралăхра тирпейлĕх хуҫаланать, ашшĕ-амăшĕсем, хăнасем ҫĕнĕ ҫуртпа кăмăллă юлнă.  

Фоторепортаж



24 декабря 2019
13:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter