РФ регионĕсем хушшинче Чăваш Ен волонтёрсен юхăмне аталантарса пынин кăтартăвĕпе 11 вырăнта тăрать

Чувашия занимает 11-е место в России по количеству волонтеров, зарегистрированных в ЕИС «Добровольцы России»Раштав уйăхĕн  24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев республикăра волонтерсен юхăмне аталантарассипе ĕҫлекен канашăн ларăвне ирттернĕ.

Канашлăва уҫнă май, республика Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче ырă ĕҫ тума витĕм кӳрекенсене мухтаса тав сăмахĕсем каланă, юлашки ҫулсенче ҫӳлерех палăртнă юхăм регионта анчах мар, пĕтĕм Раҫҫейĕпех анлă сарăлса пынине палăртнă. Чӑваш Ен доброволецӗсене общество ырлӑхӗшӗн тӳлевсӗр тӑ­вакан ӗҫӗшӗн, пултаруллӑ хастарлӑхшӑн, ырӑ кӑмӑллӑ та уҫӑ чунлӑ пулнӑшӑн тав тӑватӑп, сирӗн мӗнпур пуҫарӑвӑрпа ырӑ ӗҫӗрсем об­ществӑна усӑ кӳччӗр тата ҫынсене пулӑшу паччӑр тенӗ вăл. Пирӗн вӑй – пӗрлӗхре.  Чăваш Енре пурăнакансенчен 14 проценчĕ волонтер пулса ĕҫлеме килĕшнĕ.  Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин 2024-мĕш ҫулсем тĕлне ырă ĕҫ тума кăмăл тăвакансен йышне 20 процента ҫитерме чĕнсе калать.

«Енчен те тĕллевсем патне пысăк утăмсемпе пырсан, кăтартăва пысăклатма пулатех, анчах та пĕр-пĕринпе ăнланса килĕшсе ҫеҫ ĕҫлесе пыма пĕлмелле.  Енчен те ҫын ырă ĕҫ тăвас тет пулсан, унăн хыпарсене вăхăтра тата туллин пĕлсе тăмалла. Ку шăпах та пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Пĕр шухăшлисене те тупмалла.  Ырă ĕҫ тăвакансем пирки тĕрлĕ хыпарсен ятарлă бази пулмалла, унта вĕсен пĕр-пĕринпе паллашмалла, паха ĕҫ опычĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе тимлемелле», тесе уйрăммăн чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев.

Сăмах май, 2020-мĕш ҫул Раҫҫейшĕн,  республикăшăн уйрăмах пысăк уявсемпе палăрса тăрать. Вĕсенчен пĕри   Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 75 ҫул, çĕршывра – Астăвăмпа мухтав çулталăкĕ, тепри вара Чăваш автономи облаҫне йĕркелесе янăранпа 100 ҫул ҫитни.  Шансах тăратпăр, вăл мероприятисене Чăваш Енре пурăнакан волонтерсем пĕтĕм кăмăлтан хутшăнасса тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич.  Ларăва пухăннисем Раҫҫейри волонтерсен юхăмĕн тĕп планне те тишкернĕ, ăна пурнăҫа кĕртессипе Раҫҫей Федерациййĕн Правительствин йышăннă хушăвне анлăн сӳтсе явнă.  

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин минитрĕ Сергей Кудряшов хăйĕн сăмахĕнче, паянхи куна республикăра пурĕ волонтерсен пĕрлешĕвĕ 1600 тесе шута илнине каланă. Министр хăйĕн докладĕнче ырă ĕҫ тăвакансен проекчĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.  Ҫĕнĕ проектсем сывлăх сыхлавĕпе, вĕренӳ тытăмĕпе, социаллă сферăпа ытларах ҫыхăннине хыпарланă вăл. Аслă ҫулсенчи ватăсене тĕрев парассипе те паха проектсем региона пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ тесе сăмаха малалла тăснă министр.   ДО «Центр молодёжных инициатив» Чăваш Енри организацийĕн директорĕ Юлия Аланова хăйĕн докладĕнче 2019 ҫулта вĕренӳ пайĕнче йĕркеленĕ проектсем пирки ăнлантарса панă.  Вăл ĕҫсене тĕпченĕ хыҫҫăн, 18 пин волонтера ырă ĕҫсем тума хутшăнтарнине асăннă центр ертӳҫи. Каласа хăвармалла, палăртнă кăтартуран 20 проценчĕ экологи ыйтăвĕсемпе тимлет, 14 проценчĕ социаллă сферăна пикеннĕ тенĕ вăл сăмаха малалла вакланă май.  Халăх хушшинче  сывă пурнăҫне тытса пырассипе те ҫамрăксем анлăн ĕҫленине пĕлтернĕ центр ертӳҫи. Тавралăха тирпей-илем кĕртессипе, хулан хутлăхне хăтлăлатассипе те яш-кĕрĕмсем тăрăшсах, яваплăха туйса ĕҫленине хыпарланă директор.  

«Эпир чылай ĕҫсене тарăн тĕпчерĕмĕр. Хăш-пĕр айванрах енсене те тупса палăртрăмăр.  Калăпăр, хыпарсăр ҫынсем ҫухалаҫҫĕ, вĕсене тупассипе те тимлĕн ĕҫлемелле. Ҫак ĕҫе ырă ĕҫ тăвакансене явăҫарсан вырăнлă пулнă пулĕччĕ. Чирлисене, вырăнпах выртаканнисене те тепре чухне самай пысăк пулăшусем кирлĕ. Ҫак ĕҫсене ҫамрăксем хутшăнма хатĕр»,  пĕлтернĕ ырă хыпара «Çамрăксен пуçарулăхĕн центрĕн» директорĕ Юлия Аланова.   

Ҫав тери тепĕр пысăк ырă хыпар. РФ регионĕсем хушшинче Чăваш Ен волонтерсен юхăмне аталантарса пынин кăтартăвĕпе 11 вырăнта тăрать.  Пĕрлехи базăра кун пирки хыпарсене ҫырса кăтартнă тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  Ҫамрăксем, уйрăмах шкул ачисем пĕтĕм чун-чĕререн ырă ĕҫсем тума пикенеҫҫĕ. Ҫакă вара чи пахи. Ырă ĕҫ туни каялла ырăпа таврăнать тенĕ ăнлава яш-кĕрĕм ăша хывса пурăнни те куҫкĕретех тесе сăмаха ҫавăрнă республикăри ырă ĕҫ тăвакансен ресурс центрĕ ертӳҫи.    Ларăва кĕртнĕ ыйтусемпе волонтерсем тĕплĕн калаҫнă, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсене пурнăҫа кĕртсе пырасси пирки сăмахланă.    Калăпăр, «Волонтеры Победы» ЧРО ВОД регионти уйрăмĕн ертӳҫи Анастасия Кутузова тата «Волонтеры – медики» ЧРО ВОД регионти координаторĕ Игорь Филиппов, «Республиканский волонтёрский центр «Действуй» ЧРМОО ертӳҫи  Арина Максимова,  «Российские студенческие отряды»  ЧРО МООО комиссарĕ Олеся Илларионова тарăн докладсем туса панă, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллаштарнă.    Уйрăмах вĕсем Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 75 ҫул ҫитнине палăртса хатĕрленĕ паха проектсем пирки чарăнса тăнă, вĕсене пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă мероприятисем ҫинчен каласа панă. Паянхи пурнăҫра тухса тăракан тепĕр ыйту – чирлĕ чĕрчунсем халăх хушшинче сарăлса пыни. Ҫамрăксем хушшинче наркăмăшсем саланни, вĕсемпе вĕсем чире кайса аптрани. Ҫак ҫивĕч ыйтусем пирки те тĕплĕн канашланă ларăва пухăннисем.  

 Михаил Васильевич Игнатьев ыйтусене куҫран вĕҫертме юраманнине, ҫивĕч тĕрĕслесе тăмаллине чĕнсе каланă ятарлă службăсен ĕҫченĕсене, специалистсене. Ҫак ĕҫе ырă ĕҫ тăвакансен те хутшăнмаллине палăртнă вăл.

Яланхиллех ырă хыпарсем ҫумне хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.  Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствин тата Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерствин Тав сăмахĕсемпе хавхалантарнă ҫамрăк яш-кĕрĕме.

Фоторепортаж  



25 декабря 2019
09:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter