Малтанхи хаклав тăрăх, Чăваш Республикин промышленноҫ производствин индексĕ 5 процент ӳснĕ

Раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусене сӳтсе явма пуҫличчен, вăл регионăн социаллă пурнăҫăпе экономика аталанăвĕ пирки кĕскен каласа хăварнă, пысăк ҫитĕнӳсем ҫинчен чарăнса тăнă.  Палăртса хунă тăрăх, 2019-мĕш ҫула япăх кăтартусемпе вĕҫлеменнине асăннă регион Ертӳҫи.   

Пĕтĕмĕшле калас пулсан, республикăн экономика тытăмĕнче ӳсĕмсем чылай тесе пĕлтернĕ вăл.  Калăпăр, промышленноҫ производствин индексĕ 105 процентпа танлашать.

«Промышленноҫ пайĕнчи ӳсĕм – предприятисемпе организацисем валли хăтлă условисем йĕркелесе пама пултарнине ҫирĕплетет. Бизнес тытăмĕнче вăй хуракансем те кун пирки пĕрре мар ырăпа калаҫҫĕ.  Кулленех ҫĕнĕ предприятисем хута каяҫҫĕ, халăх валли пысăк квалификациллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрленеҫҫĕ», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Всильевич Игнатьев.   

Республикăри аграри тытăмĕнче тăрăшакансем те сахал мар ҫитĕнӳсемпе палăрчĕҫ. Тыр-пул, пахча ҫимĕҫ тирпейлесе илесси ытти ҫулхисенчен самай пысăк пулни пурсăмăра та малашне тата та лайăхрах ĕҫлеме витĕм кӳреҫҫĕ. Палăртнă тăрăх, 2019 ҫулта ял хуҫалăх таварĕсене калăпласа кăларассин кăтартăвĕ ытти чухнехинчен 3 процент пысăк пулни сисĕнет.   Ял хуҫалăхне аталанма патшалăх енчен чылай тĕрев куҫнă.

Халăхăн ĕҫ укҫи шайĕ те хăпарсах пырать.  Вăтам кăтартăва пăхас пулсан, вăл республикăра 28 пин те 210 тенкĕпе танлашать.  2018 ҫулхинчен каламасăрах паллă, пысăк пулни куҫкĕретех.  Михаил Васильевич Игнатьев мĕнпур предприятисемпе организацисене лайăх ĕҫленĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă паянхи ларура.

Ĕҫсĕррисен шутне пăхас пулсан, пирĕн регионта кăтарту 0,7 процентпа танлашать.

Республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайĕ  кăҫалхи ҫул 64,6 млрд. ҫитнĕ, пĕлтĕрхинчен 11 процент пысăкрах, 7 млрд чухлĕ ӳснĕ. Регионăн харпăр хăй тупăшĕ хăпарнă.  Федераци хыснинчен те сахал мар тĕрев куҫать республика бюджетне.

Регионти муниципалитет пĕрлешĕвĕсене республика бюджетĕнчен ҫулсерен укҫа-тенкĕ куҫарса параҫҫĕ,  вăл виҫе  кăҫалхи ҫул 1,2 хут хăпарнă.  

«Палăртса хунă ĕҫсене пĕтĕмпех туллин пурнăҫланă.  Федераци центрĕпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлени куҫкĕретех. Палăртма кăмăллă, укҫа-тенкĕ кăҫал федерацинчен 33 процент ытларах тивĕҫнĕ.  Вăл тĕревпе муниципалитетсене аталанса пыма тăкакланнă.  Сахал мар социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тивĕҫтернĕ. Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатнă», - тесе пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев.

Сăмах май, паян регион Ертӳҫи Чăваш Республикин Прокуратурине, Федерацин налук службин Чăваш Енри Управленийĕнче тăрăшакансене, Чăваш Республикин Суту-илӳпе промышленноҫ палатин ĕҫченĕсене тав сăмахĕсем каланă, пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫленĕшĕн мухтанă.   

РФ субъекчĕсем хушшинче Чăваш Ен пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрать, мĕнпур кăтартусемпе, ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен тухăҫлă ĕҫлевĕпе республика ТОП – 20 регион йышне кĕнĕ.

«Эпир экономика лайăх аталанса пытăр тесе тăрăшатпăр. Обществăлла политика лару-тăрăвĕ те тăнăҫлă пултăр тесе вăй хуратпăр.  Иртсе пыракан ҫулталăка пысăк кăтартусемпе вĕҫлетпĕр.  Пирĕн пуласлăхра ҫитĕнӳсене чакарса лартма юрамасть, малашне те пысăк кăтартусемпе палăрассишĕн яваплăха туйса таса чунпа, саккунсене пăхăнса ĕҫлесе пыма чĕнсе калатăп», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев.   

 



25 декабря 2019
15:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter