Чăваш Республикинче патшалăх ĕҫĕнчи чи лайăх граждан служащийĕсемпе муниципаллă служащисене сумлăн чысланă

В Чувашской Республике наградили лучших государственных гражданских и муниципальных служащихРаштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче "Чăваш Республикинчи патшалăх ĕҫĕнчи чи лайăх граждан служащийĕ" тата " Чăваш Республикинчи чи лайăх муниципаллă служащийĕ" ята тивĕҫнисене савăнăҫлă лару-тăрура чысланă. Пысăк хисепе тивĕҫнисене паллă пулăмра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев ăшшăн саламланă, тав тунă.

Палăртнă мероприятине паян Чăваш Республикин патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, регионти вĕренӳ пайĕнче ĕҫлекен ертӳҫĕсемпе преподавательсем, конкурс комитечĕн членĕсем хутшăннă.

Пухăннă ĕҫчешсене саламланă май, Юрий Васильев 2019 ҫулта патшалăхĕҫĕнчи граждан служащийĕсем епле ĕҫлсе пыни пирки кĕскен чарăнса тăнă, чи пĕлтерĕшлĕ направленисем ҫинчен каласа хăварнă. Граждан служащийĕсене аталантарса пырассипе йышăннă программăсем пирки асăннă. Ҫулсерен професси пĕлĕвне анлăлатса пыма тĕрлĕ курссем йĕркеленине, аслă ҫыннăмăрсен вĕрентекенсен институтне пуҫарса янине, ҫирĕп те тарăн пĕлӳллĕ кадрсен йышне  ӳстерессипе тĕрлĕ акцисем те йĕркелесе пынине хыпарланă.        Калăпăр, ҫитес ҫул Чăваш Енре Раҫҫейри пекех Карьера кунне палăртса пысăк форум ирттерме план тунă.  Кăҫал ҫавăн евĕр пулăма Раҫҫей Федерацийĕн Ĕҫлев министерстви йĕркеленĕ пулнă.  

«Пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп патшалăх ĕҫĕнчи чи лайăх граждан служащийĕсене. Конкурса вĕсем хутшăнса, ăс-тăн, кăмăл-туйăм енчен хăйсене туллин кăтартса пачĕҫ.  Конкурса хутшăнни – хăйех пысăк ҫитĕнӳ.  Хăвăршăн анчах мар, пуриншĕн те паха ĕҫ пурнăҫларăр», - палăртса каланă конкурса хутшăннисене Юрий Васильев.   Сăмах май, конкурса хатĕрлесе тăратнă проектсене пурнăҫа кĕртсе пыма чĕнсе каланă, кулленхи ĕҫре вĕсем пысăк витĕм кӳрессе палăртнă.

«Эпир, конкурс йĕркелӳҫисем пĕтĕмлетӳ турăмăр, ăмăртăва хутшăннисем ҫав тери тарăн пĕлӳ илнĕ ҫынсем. Вĕсен тавракурăмлăхĕ пысăк, ыттисемшĕн паха тĕслĕх пулса тăчĕҫ. Яваплăха туйса, тухăҫлă ĕҫлесе пыма пĕлнине ҫирĕплетсе пачĕҫ вĕсем, актуаллă ыйтусене те сӳтсе явса тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварма пĕлнине кăтартса пачĕҫ», - тенĕ вăл.

Яваплăха туйса ĕҫленĕ, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнисем патшалăх наградисене тивĕҫнĕ.  

«Чăваш Республикин патшалăх ĕҫĕнчи чи лайăх граждан служащийĕ» ята Чăваш Республикин Строительство министерствинче ĕҫлекен специалист-эксперт Елена Трофимова тивĕҫнĕ.

Иккĕмĕш вырăна Чăваш Республикин Культура министерствинче тăрăшакан сектор заведующийĕ пулса ĕҫлекен Татьяна Малеева тивĕҫнĕ.  

Виҫҫĕмĕш вырăна Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерствинче пай пуҫлăхĕ пулса тăрăшакан Ольга Кудрявцева ҫĕнсе илнĕ.

"Чи лайăх муниципаллă служащийĕ" ята Вăрмар районĕн администрацийĕнче вăй хуракан Надежда Иванова тивĕҫнĕ. Иккĕмĕш тата виҫҫĕмĕш вырăнсене Шупашкар хула администрацийĕнче тĕп-специалист – эксперт пулса ĕҫлекен Денис Макаров тата  Етĕрне район администрацийĕнче тăрăшакан тĕп специалист – эксперт Майя Ильина тивĕҫлĕ пулнă.

Ял поселенийĕсен хушшинче тăрăшакансем хушшинче ҫаксем палăрнă: Вăрнар районĕнче ял поселенийĕнче тăрăшакан Надежда Никишова, Красноармейски районĕнче ял поселенийĕнче тимлекен Марина Яковлева, виҫҫĕмĕшне – Патăрьел тăрăхăнче ял поселенийĕнче  тăрăшакан Антонина Тарасова тивĕҫлĕ пулнă.

Палăртса хăваратпăр, республикăра ҫӳлерех асăннă конкурса кăҫалхипе 9-мĕш хут йĕркеленĕ. Ăмăртăва пуҫласа 2011-мĕш ҫулта ирттернĕ.   

Фоторепортаж



26 декабря 2019
16:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter