Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫӑлав службин ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Енӗн ҫӑлав службин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата

ветеранӗсем! 

Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

 Ҫын пурнӑҫне ҫӑласси – питӗ пӗлтерӗшлӗ те пархатарлӑ тивӗҫ. Эсир инкеке лекнисене пулӑшма чӑн малтан пырса ҫитетӗр, ҫут ҫанталӑк витӗмӗпе пулакан хӑрушлӑхсемпе хастарлӑн кӗрешетӗр, техногенлӑ аварисен сиенӗсене вӑхӑтра сирсе яратӑр, экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫ тата коммуналлӑ хуҫалӑх сферисенчи организацисемпе предприятисен кал-кал ӗҫне тивӗҫтеретӗр.

Сирӗн профессири пысӑк ӑсталӑхӑр, темле кӑткӑс лару-тӑрура та ҫухалса кайманни тата ҫийӗнчех тӗрӗс те вырӑнлӑ йышӑнусем тума пӗлни, хӑюлӑхӑрпа хастарлӑхӑр республикӑра пурӑнакансене тӑнӑҫлӑх кӳреҫҫӗ тата малашлӑха шанчӑклӑн пӑхма май параҫҫӗ.

Чӑваш Енре районсемпе хуласенчи ҫӑлав службисене ку чухнехи техникӑпа пуянлатасси, майсӑр лару-тӑруран сыхланмалли ӗҫсен комплексне тата унран асӑрхаттармалли тытӑма лайӑхлатасси тивӗҫлӗ шайра пурнӑҫланать.

Сире ҫынсемшӗн тӑвакан пархатарлӑ ӗҫӗршӗн, майсӑр лару-тӑрӑва сирсе яма яланах хатӗр пулнӑшӑн пӗтӗм чунтан тав тӑватӑп.

Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ҫӑмӑлах мар тата хӑрушӑ ӗҫӗрте ҫитӗнӳсем, мӗнпур лайӑххине, ырлӑхпа телей сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                   Михаил Игнатьев



27 декабря 2019
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter