Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн ларăвне хутшăннă

Михаил Игнатьев принял участие в заседании Государственного совета России на тему развития агропромышленного комплексаРаштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн ларăвне хутшăннă.

Паллă пулăма Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин йĕркелесе ертсе пынă.  

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – ял хуҫалăх пайне аталантарасси, ял территорийĕсене хăтлăлатса пырасси. Раҫҫей Президенчĕ хăйĕн сăмахĕнче, юлашки ҫулсенче асăннă тытăм вăй илсе пыни куҫкĕретех тенĕ. Бизнес тытăмра вăй илекенсем ҫирĕппĕн малалла ăнтăлнине, фермер хуҫалăхĕсем хăватланса пынине асăннă. Малтанласа палăртнă тăрăх, тыр-пул пухса илесси Раҫҫейре кăтартуллă пулнине, 121 тоннăпа танлашнине хыпарланă. «Ҫулсерен  кăтарту хăпарса пырать», - тенĕ Владимир Путин.   

РФ Президенчĕ малашне те ял хуҫалăхĕ ăнăҫлă аталанса пырассине каланă. Ӳлĕмрен те паха специалистсене ытларах ял хуҫалăхне явăҫтармаллине палăртнă.  Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри – ялта пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерсе пырасси тенĕ Президент сăмаха ҫавăрса.  

Анлă лару вĕҫленнĕ хыҫҫăн, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсем ҫине хурав панă.  Чăваш Енре ял территорийĕсене аталантарса пыма сахал мар укҫа-тенкĕ куҫса пырать тенĕ вăл. Калăпăр, пиллĕк ҫул хушшинче вăтамран 10 млрд укҫа куҫарса панине хыпарланă. Вăл шутран 2019 ҫулта 2,5 млрд уйăрнине пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

«Патшалăх программипе пурнăҫланакан мероприятисене пĕр ҫул та чарса лартман.  Пуласлăх та пысăк.  Палăртма кăмăллă, федераци центрĕ хушма укҫа-тенкĕ чылай куҫарса парать. Шкулсем, ача сачĕсем тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем кулленех вăй илсе пыраҫҫĕ.  Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе те республика тĕллевлĕн ĕҫлесе пыни куҫкĕретех.  Кăҫал 700 проект хатĕрлесе ĕҫ хучĕсене тăратнă»,  - тенĕ республика Пуҫлăхĕ.   

Аса илтерсе хăваратпăр, 2014–2019-мĕш ҫулсенче пĕтĕмпе ял тăрăхĕсенче пурĕ 600 ҫухрăм ытла автомашина ҫулĕсене сарнă.  ФАПсем – 206,  клубсем – 18, киввисене – 179-шне тĕпрен ҫĕнетнĕ, кинозал – 17, уйрăм объектсене газификаци кĕртнĕ, шывпа ҫыхăннă объектсенчи хăш-пĕр ĕҫсене те сахал мар пурнăҫланă. Ял тăрăхĕсенче ҫутăпа тивĕҫтерес ĕҫ те курăмлă пулса пырать, ҫурт-йĕрсем ҫавăрасси тата ытти те. Ҫĕнĕ ҫуртсемпе граждансене тивĕҫтерме 1,7 млрд тăкакланă, 6000 ҫемьен ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатса панă.

Аграри тытăмĕ пирки калас пулсан, 2014-2018 ҫулсенче инвестици 21 млрд хывнă.  Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе чылай ферма ҫĕнетсе хута янă, тыр-пул пухса кĕртмелли объектсене ҫĕклесе лартнă тата ытти объектсем те сахал мар ҫĕкленнĕ. Асăннă тапхăрсенче халăх валли 1700 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленнĕ. Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес тата ӳсен-тӑран ҫитӗнтерес ӗҫри ырӑ туртӑмсене сыхласа хӑварассине тата малалла аталантарассине ял хуҫалӑх выльӑхӗсен йышне пысӑклатса пынин шучӗпе  пирĕн кăтартусем ытти регионсемпе танлаштарсан лайăххисен шутĕнче. Ҫакӑ ӳсен-тӑран ӳстерес ӗҫ продукцийӗ кирлӗ пулассине те, аграрисен ҫирӗп тупӑшне те шанчӑклӑн ҫирӗплетет.

Республика ялти ӗҫлӗ пуҫарусене пулӑшассине уйрӑмах тимлӗн пӑхать. Паян хушма хуҫалӑхсем экономикӑн тулли секторӗ пулса тӑраҫҫӗ, вӗсем республикӑри пӗтӗм ял хуҫалӑх продукцийӗн ҫурринчен ытларах пайне туса илеҫҫӗ. Тирпейлекенсене чӗр таварпа пӗр кӑлтӑксӑр тивӗҫтерсе тӑрассине гарантилекен мел ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсемпе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен вӑрах вӑхӑтлӑха тӑвакан килӗшӳсем пулса тӑнă, вӗсем хаксен ҫирӗплӗхне, бизнес тӗреклӗхне тивӗҫтернĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн строительство Министрĕ Владимир Якушев ял тăрăхне аталантарса пырас ĕҫе хакланă тăрăх, ҫапла палăртнă РФ Ял хуҫалăх министерствипе тачă ҫыхăнса ĕҫлесе пыратпăр тенĕ. Ҫăмăллăх кредичĕсемпе ялта пурăнакансем анчах мар, хуларисем те харпăр хăй ҫурчĕсене лартса ҫурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама пултарĕҫ тенĕ. Ҫав тери пĕчĕк процентпа халăх ҫăмăллăх кредичĕсене илсен, паха ҫуртсем лартса савăнасси те куҫкĕретех пулĕ.  Чăваш Республикинче хулан хутлăхне хăтлăлатассипе йышăннă наци проекчĕ хăватлăн пурнăҫа кĕрсе пырать.  Ытти регионсем хушшинче Чăваш Ен паха тĕслĕхре.  «2020 ҫулта тата та лайăхрах ĕҫлемелле, пысăк плансене пурнăҫламалла. Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне ырă енне куҫарса пырассишĕн ӳлĕмрен те яваплăха туйса ĕҫлесе пымалла», - тенĕ Министр.   

Фоторепортаж



27 декабря 2019
10:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter