Кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăра автомашина ҫулĕсем ҫинчи лару-тăрăва тĕплĕн сӳтсе явнă

Раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.  Ку хутĕнче Чăваш Республикин Правительство членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе, хăш-пĕр муниципалитетсен ертӳҫисемпе йĕркеленĕ канашлура автомашина ҫулĕсем ҫинчи лару-тăрăва тĕплĕн сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – транспорт министрĕ Александр Николаев хăйĕн сăмахĕнче республикăра юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуҫласа чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕччен  подрядлă организацисем пурĕ 278 транспорт  ҫулсене юртан тасатма кăларнине хыпарланă.  Вăл шутран федераци пĕлтерĕшлĕ  ҫулсем ҫинче пурĕ 41 единица, регион тата муниципалитет пĕлтерĕшлĕ автомашина ҫулĕсем ҫинче -76 единица, вырăнти пĕлтерĕшлисем валли 161 единица кăларса тăратнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Пăрлаклă ҫулсене тасатма 2487 тонна ятарлă хатĕр тăкакланă. Диспечерсем кунĕ-ҫĕрĕпе дежурство тăнă.  Пăтăрмахсем пулман, пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланнă. Специалистсем кулленех хатĕр тăнă, вăл шутран Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министерствин ĕҫченĕсем те автомашина ҫулĕсем ҫинче сыхă тăнă тенĕ ведомство ертӳҫи.  Чăваш Республикин шалти ĕҫсен министрĕн ҫумĕ  Леонид Вакс хăйĕн докладĕнче регионта пурĕ кану кунĕсенче автомашина ҫулĕсем ҫинче йĕрке пăснă 8 тĕслĕхе тупса палăртнине хыпарланă.  Пăтăрмахсенче, инкеке лекнисенче ҫынсен пурнăҫĕ вăхăтсăр татăлнă тĕслĕх ҫук тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.     

Чăваш Республикин тĕп хулин пуҫлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче муниципалитетра хăш-пĕр лаптăксенче чăрмавсем пулкаланине пĕлтернĕ.  

Ҫил-тăман, юр хӳсе лартнă вăхăтра тимлĕрех пурин те пулмаллине асăннă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Халăх ыйтăвĕсем ҫине туххăмрах хуравлас тесессĕн, «хĕрӳ линисем» ирттермеллине асăннă вăл сăмаха ҫавăрса. Енчен те автомашина ҫулĕсене тасатса тăма подрядлă организацисем хăйсем ҫине яваплăх илнĕ пулсан, вĕсен ĕҫсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫласа пымаллине те асăрхаттарнă регион Пуҫлăхĕ, йĕрке пăсакансене вара ҫийĕнчех явап тытармаллине палăртнă.    «Енчен те ҫулсем таса пулсан, ҫынсен кăмăлĕ те ҫĕкленӳллĕ пулать. Кун пирки манма юрамасть. Халăха пурăнма хăтлă условисем йĕркелесе пама витĕм кӳресси пирĕн тĕллевсенчен пĕри», - тенĕ Михаил Васильевич Игнатьев.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрне Сергей Кудряшова шкул автобусĕсем епле ҫӳрени пирки ывйтăва ҫирĕп тĕрĕслевре тытма хушнă республика Пуҫлăхĕ.     



03 декабря 2019
07:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter