Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Юрист кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин юридици пӗрлӗхӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

 Сире професси уявӗпе – Юрист кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ӗҫ тӑвакан тата саккун кӑларакан влаҫ органӗсен ӗҫ-хӗлӗн тухӑҫлӑхне тивӗҫтерес, патшалӑхпа бизнес интересӗсене, граждансен Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗнче палӑртнӑ прависемпе ирӗклӗхӗсене хӳтӗлес тӗлӗшпе пурнӑҫлакан сирӗн ӗҫӗр питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Право сферинче вӑй хуракан специалистсен саккун кӑларас тата правӑпа пурнӑҫра усӑ курас ӗҫсене уйрӑмах питӗ лайӑх пӗлмелле тата пысӑк яваплӑхлӑ пулмалла. Саккун тата тӗрӗслӗх ҫӗнтерӗвне тивӗҫтересси юридици пӗрлӗхӗн представителӗсен тӳрӗ кӑмӑллӑхӗнчен тата професси ӑсталӑхӗнчен килет.

Фемида ӗҫченӗсем халӑхӑн право пӗлӗвне ӳстермелли проектсемпе программӑсене пурнӑҫлама хастар хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсен пархатарлӑ ӗҫне пула Чӑваш Ене тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ парас енӗпе ҫӗршыври чи лайӑх регион тесе йышӑннӑ, 2012 ҫултанпа асӑннӑ пулӑшупа республикӑра пурӑнакан 363 пин ҫын усӑ курнӑ.

Чӑваш Республикин юридици пӗрлӗхӗн ӗҫченӗсем ҫӗршыв юриспруденцийӗн чи лайӑх йӑли-йӗркине малашне те чыслӑн аталантарса пырассине шанса тӑратӑп.

Право ӗҫӗн специалисчӗсене тата юридически служба ветеранӗсене пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, професси ӗҫӗ-хӗлӗнче ҫитӗнӳсем, мӗнпур лайӑххине, телей тата ырлӑх сунатӑп!

  

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                      М. Игнатьев



03 декабря 2019
09:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter