Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Шупашкарта «Университет» микрорайонта «Эврика» ача садне савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă ҫĕре хутшăннă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев: «Чем больше детей будет рождаться, тем больше детских садов будем строить»Раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Шупашкарта «Университет» микрорайонта «Эврика» ача садне савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă ҫĕре хутшăннă.  

Чи малтан республика Пуҫлăхĕ пурне те ҫывхарса килекен Ҫĕнĕ ҫулпа саламланă, хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан ҫĕнĕ ҫурт пурин кăмăлне те уҫса ярасса,  пурне те мирлĕ пурнăҫ, килĕшӳ, ырлăх-сывлăх парнелетĕр тенĕ.

Михаил Игнатьев 2012-мĕш ҫултан пуҫласа Чăваш Республикинче ача сачĕ – 60 уҫнине хыпарланă.  Вăл объектсене хута яма пурĕ 8 млрд тăкакланă тесе сăмаха малалла тăснă вăл.  «Хаклă ачамăрсен тавракурăмлăхне ӳстерсе пыма витĕм кӳреҫҫĕ мĕнпур ĕҫсем. Пысăк инвестици хывни куҫкĕретех», – палăртнă Ертӳҫĕ.  

Палăртмалла, регионта паян тӳрех икĕ ача сачĕ хута кайнă. Вĕсенчен пĕри –Шупашкарта, тепри – Канашра.  

«Республикăри микрорайонсем кулленех вăй илсе ҫирĕпленсе пыраҫҫĕ. Мĕн чухлĕ нумайрах ача ҫуралать, ҫавăн чухлĕ нумайрах ача сачĕсем уҫма тăрăшăпăр», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

2020–2021-мĕш ҫулсенче «Демографи» лару-тăрăвне тĕпе хурса тата та ача сачĕ – 9 хута ярасси планра пур. «Университет» микрорайонта тепĕр ача сачĕ уҫма тĕллев лартнă, шкул та хăпартасси планра пур.

Регион Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев строительсене социаллă объектсем хута яма витĕм кӳнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Тавралăхра тирпейлĕх хуҫаланнине, микрорайонсем хитреленсех пынине те асăннă вăл. Инфратытăм ҫĕнелет, халăха валли пурăнма хăтлă условисем йĕркеленеҫҫĕ тенĕ вăл.

«Эврика» ача садне Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ «Специализированный застройщик «ТУС» АО генеральнăй директорĕ Николай Угаслов, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев, хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков, «Медведевская ПМК» производство кооперативĕн генеральнăй директорĕ Юрий Васенев хутшăннă.

Объекта хута яма пурĕ 203,9 млн тăкакланă. Ĕҫсем пĕтĕмпех «Демографи» наци проектне тĕпе хурса пурнăҫа кĕнĕ.  Ачасем валли учрежденинче кирлĕ пек мĕнпур условисем йĕркелесе ҫитернĕ. Сывлăха ҫирĕплетме бассейн пур, тавракурăмлăха ӳстерме кирлĕ пек мĕнпур уйрăмсем хатĕрлесе тăратнă.

209-мĕш №-лĕ «Эврика» ача сачĕн ертӳҫи Татьяна Михайлова хăйĕн сăмахĕнче чи малтан республика ертӳлĕхне мухтаса тав сăмахĕсем каланă, ҫывхарса килекен Ҫĕнĕ ҫул уявĕ умĕн чăннипех те ачасемшĕн пысăк парне пулчĕ тенĕ. Палăртнă ҫурт ҫав тери паха, харăсах кунта 250 ача ҫӳреме пултарать. Халăх валли те ĕҫ вырăнĕсем хатĕрленнĕ, вĕсен шучĕ 70 танлашать тенĕ вăл.  

Фоторепортаж



30 декабря 2019
15:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter