Чăваш Республики федераци шучĕпе Шупашкарпа Ҫĕнĕ Шупашкар валли ҫĕнĕ 100 троллейбус уйăрать

Чăваш Ен 2020-мĕш ҫулта транспорт ыйтăвĕсене татса пама 625 млн тивĕҫет.  Кун пирки ыйтăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫ тата суту-илӳ Министрĕпе Денис Мантуровпа Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн ларăвĕ иртес умĕн сӳтсе явнă.   

Раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче ирттернĕ планеркăра укҫа-тенкĕне резерв фондĕнчен уйăрассине хыпарланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Александр Николаев хăйĕн сăмахĕнче республикăн троллейбус паркĕнче пĕтĕмпе 300 техника шутланнине, вĕсенчен Шупашкарта -  83 проценчĕ ытла юрăхсăра тухнине, Ҫĕнĕ Шупашкарти паркра 90 процент кивелсе ҫитнĕ тесе хыпарланă.

Хальхи вăхăтра Раҫҫей Федерацийĕн территорийĕнче пурĕ виҫĕ завод троллейбуссем тирпейлесе кăларассипе тимлет, вĕсем: Энгельсра, Волгоградра, Уфара.  

Палăртнă тăрăх, региона ҫĕнĕ 100 троллейбус уйăрма плана кĕртнĕ. Ҫĕнĕ ҫул уявĕсем иртнĕ хыҫҫăн, тӳрех ҫĕнĕ Шупашкара хăш-пĕр троллейбусĕсем ҫула тухасси те планра пур. Шупашкарта микрорайон «Садовый» патне ҫĕнĕ транспорт ҫитесси те паллă.  Кун пирки Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков пĕлтернĕ, «мкр. Садовый – жд. Вокзал» маршрут Альгешево патне ҫитех ҫитесси паллă тенĕ вăл.  

Алексей Ладыков Чăваш Ен Пуҫлăхне Михаил Васильевич Игнатьева граждансем патне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

«Республика Правительствипе федераци пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пынине кура,  тĕп хулана пысăк пулăшу куҫать.  Кун пек тĕрев пирки эпир ĕмĕтленме те пултарайман.  Мĕншĕн тесен, троллейбуссем тĕпрен кивелсе юрăхсăра тухса пĕтнĕ. Харăсах вĕсене ҫĕннисемпе улăштарас тесессĕн, чылай укҫа-тенкĕ кирлĕччĕ.  Халĕ вара халăхăн пурнăҫ условийĕн шайĕ ырă енне куҫса пырасси куҫкĕретех», - тенĕ сити-менеджер.         

Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Ольга Чепрасова хăйĕн сăмахĕнче ҫĕнĕ техника ҫĕнĕ микрорайонсене куҫасса пĕлтернĕ.  «Пĕтĕмпе хулара 36 троллейбус. Хальхи вăхăтра вĕсем пурте тенĕ пекех юрăхсăра тухнă. Муниципалитетри пысăк ыйтусене татса пама витĕм кӳнĕшĕн, Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Васильевич Игнатьева пысăк тав», - тенĕ Ольга Чепрасова.  

Иван Моторин сити-менеджера заявкăсене Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн Министерствине тăратма хушнă, сăмах май Чăваш автономи облаҫне йĕркелесе янăранпа 100 ҫул ҫитнине палăртса икĕ хулашăн та ҫав тери пĕлтерĕшлĕ парне пулса тăрать тенĕ сăмаха пĕтĕмлетнĕ май. 



30 декабря 2019
14:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter