2019 ҫулта Чăваш Республикинчи театрсен репертуарĕ ҫĕнĕ 37 спектакльпе пуянланнă

Раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Правительство членĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка иртнĕ.  Ĕҫе пухăннисем, регионта Театр ҫулталăкне халалласа ирттернĕ мероприятисене тишкернĕ, пĕтĕмлетӳ тунă.    

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев хăйĕн сăмахĕнче, республика Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев витĕм кӳнине кура, регионăн Правительстви «Культура» наци проектне тĕпе хурса чылай пысăк ĕҫсем туса хăварнине асăннă.  Пĕлтерĕшлĕ мероприятисем сахал мар иртнине, культурăпа ҫыхăннă проектсем пурнăҫа кĕнине палăртнă.  Вĕсенчен чи анлă сарăлнисем: Пĕтĕм халăхсен хушшинчи XXIII-мĕш балет фестивалĕ, Опера фестивалĕ,  М.Д. Михайлов ячĕллĕ пĕтĕм халăхсен хушшинчи XXIX-мĕш фестивалĕ тата ыттисем те.   

Чылай акцисем те иртнĕ.  Ҫамрăксен кăмăл-туйăм, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма витĕм кӳрекеннисем те сахал мар пулнă.  Пĕр сăмахпа каласан, вĕсем театрпа ҫыхăннисем.

Пĕтĕмпе республикăра 8,3 пин мероприяти йĕркеленĕ. Вĕсенче 334 пин ҫын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă.    Чăваш Ен Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче иртнĕ «Театр – ачасем» проекта хастар хутшăннă. «Театральное Приволжье» ятлă фестиваль Атăлҫи федераци округĕнче анлă сарнă. Вăл проекта ҫамрăк яш-кĕрĕм хаваспах хутшăнса республика чысне ҫӳле ҫĕкленĕ.

Театр ҫулталăкĕнче хăш-пĕр культура учрежденийĕсене тĕпрен юсаса ҫĕнетнĕ, пурлăхпа техника базине пуянлатнă.  Республикăри патшалăх театрĕсене реконструкциленĕ, вĕсем пурте хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăраҫҫĕ. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ тата ытти театрсем тĕпрен ҫĕнелсе рестоврациленнĕ.   

Константин Яковлев республикăра Театр ҫулталăкне савăнăҫлă лару-тăрура кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче пĕтĕмлетме план тунине хыпарланă.  



30 декабря 2019
11:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter