«Раҫҫейри ĕҫ» кадрсен центрĕ Чăваш Республикин Канаш хулинче хута кайнă

В городе Канаше Чувашской Республики открылся пилотный кадровый центр «Работа России»Раштав уйăхĕн  30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре Канаш хулинче пулнă.  Унта вăл хулари  «Центр занятости Чувашской Республики» учрежденийĕн уйрăмĕпе тĕплĕн паллашнă. Унпа пĕрле паян Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, Канаш хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Виталий Михайлов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем: Кияметдин Мифтахутдинов тата Виталий Иванов хутшăннă. Канашри ĕҫпе тивĕҫтерекен центра тĕпрен реконструкциленĕ. Палăртнă ĕҫе  «Производительность труда и поддержка занятости» наци проектне тĕпе хурса пурнăҫланă. Палăртмалла, кăҫал ҫĕршывра пилотлă проекта пĕтĕмпе 16 регионта пурнăҫа кĕртсе пыраҫҫĕ.  Кăмăллă, ҫак ĕҫ Чăваш Енре те анлăн пурнăҫа кĕрсе пырать.

Раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуҫласа кунта граждансем валли «жизненных ситуаций» принцип ĕҫе кӳлĕннĕ, «бизнес-ситуаций»  пинципа тĕпе хурса предприяти ертӳҫисем тĕплĕн ĕҫлесе пыраҫҫĕ.  

Палăртмалла, маларахри центрăн ĕҫ принципĕ тĕпрен ҫĕнелсе улшăннă. Наци проекчĕсемпе килĕшсе ĕҫлесе пыни те куҫкĕретех. Ситуационнăй проектсем активлă ĕҫлеҫҫĕ.  Кадрсен ĕҫĕ «Пĕр чӳрече» меслечĕпе пулса пырать.

Палăртнă учрежденине тĕпрен модернизацилеме 39,5 млн тăкакланă 2019 ҫулта.  Паянхи хăнасем центрта пулнă май, ĕҫченсемпе те курса калаҫнă, вĕсен методикипе кăсăкланнă.  

Михаил Игнатьев халăх вĕсен пулăшăвĕпе кăмăллă е ҫук тесе ыйтса пĕлнĕ специалистсенчен.  Канашлу уйрăмĕсенче те пулнă, унти ĕҫ-хĕлпе те паллашнă.

Халăха электронлă майпа йышăнассин черечĕ пирки ыйтса пĕлнĕ.  

«Халăха ĕҫпе тивĕҫтерессин тухăҫлăхне ӳстерсе пыма хăтлă условисем йĕркелесе тăратасси тĕп тĕллевсенчен пĕри.  Кашни ҫынна таса чунпа, яваплăха туйса, саккунсене пăхăнса кирлĕ пек пулăшусемпе тивĕҫтерме пĕлмелле», - тесе чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев.  

Паян хаваслă лару-тăрура Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Куславкка, Ҫĕнĕ Шупашкарпа Ҫĕмĕрле районĕсенчи халăха ĕҫпе тивĕҫтерекен центрсен ертӳҫисене  ҫăмăл автомашина уҫҫисене парса чысланă, малашне те тухăҫлă ĕҫлесе пыма сĕннĕ.   

Аслă ҫынсене – ватăсене, 65 ҫултан иртнисене «Демографи» наци проектне тĕпе хурса туяннă автомашинăсемпе илсе ҫӳретме тĕллев лартнă.       

Фоторепортаж



30 декабря 2019
15:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter