Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Ен Пуҫлăхне Михаил Игнатьева тата регионта пурăнакансене ҫывхарса килекен Ҫĕнĕ ҫул тата Раштав уявĕсемпе ăшшăн саламланă

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев ячĕпе Раҫҫей Федерацийĕн Президентĕнчен Владимир Владимирович Путинран Ҫĕнĕ ҫул тата Раштав уявĕсемпе саламлани килсе ҫитнĕ.

«Ҫак уявсене эпир уйрӑмах ăшӑ кăмăл-туйăмпа кĕтетпӗр. Вĕсем тӑван кил ăшшипе, ҫемьери паха йăла-йĕркепе ҫыхӑннӑ. Тата пире яланах лайӑххипе савӑнӑҫлине кӗтме ырӑ шанӑҫ парнелеҫҫӗ. Ҫывхарса килекен Ҫĕнĕ ҫул ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп, 2020 ҫул Сирĕншĕн ăнăҫлă ҫул пултăр, ĕҫре пысăк ҫитĕнӳсем илсе килтĕр. Ĕмĕт-тӗллевӗрсем пĕтĕмпех пурнăҫа кĕччĕр», - тесе ҫырнă хăйĕн салам йĕркисенче Раҫҫей Президенчĕ.        

Республика Пуҫлăхне тата республикăра пурăнакансене Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев та саламланă. «Ҫывхарса ҫитнӗ ҫул ҫĕнĕ вунӑ ҫуллăх хапхине уҫать.  Пӗрле эпир Раҫҫейре пурӑнакан кашни ҫыншӑнах вӑл телейлӗ те ӑнӑҫлӑ пултӑр тесе мӗн кирлине йӑлтах тӑвассине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.», - тесе ҫырнă салам йĕркисенче Премьер-министр.

«Иртсе пыракан 2019 ҫул пире нумай лайӑххине парнелерĕ. Пысăк проектсене пурнăҫа кĕртрĕмĕр, паха ĕҫ опычĕпе пуянлантăмăр.  2020 ҫулта мĕн ĕмĕтленнисем чӑна тухчӑр. Пурнăҫра килĕшӳпе ҫураҫу тата ăнлану хуҫаланччӑр», - тенĕ Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко хăйĕн салам йĕркисенче.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев патне сахал мар салам ҫырăвĕсем килсе тăраҫҫĕ, РФ Федераци Канашĕнчен,  РФ Патшалăх Думинчен, федерацин, респуб­ликăн ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансенчен, тĕрлĕ регионсенчен, район, хула администрацийĕсенчен, уйрӑм ҫынсенчен килнӗ саламсен шучӗ те чылай, вĕсенче пĕтĕм чунтан телей, ҫирĕп сывлăх тата тулăх пурнăҫ суннă.



31 декабря 2019
21:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter