Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕнĕ 2020 ҫул ячĕпе тата Раштав уявĕпе саламлани

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Сире Ҫĕнĕ 2020 ҫул ячĕпе тата Раштав уявĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

Ҫак ҫутă та пурте юратакан уявсем ырлăхпа палăрса тăраҫҫĕ, пирĕн пурнăҫа чун ăшшипе тултараҫҫĕ, ҫĕнĕ шанăҫ-ĕмĕт парнелеҫҫĕ.

Ҫак кунсенче пирĕнтен кашниех иртсе пыракан ҫулти савăнăҫлă пулăмсене аса илет, тунă ĕҫсене пĕтĕмлетет, малашлăхри тĕллевсене палăртать.

2019 ҫул ансатах мар, анчах та тухăҫлă пулчĕ.  Паян эпĕ Чăваш Республикинче пурăнакан кашни ҫыннах  ырми-канми ĕҫĕшĕн, тăван тăрăха чунтан юратнăшăн тата унăн ырлăхĕшĕн мĕнпур вăйран тăрăшнăшăн тав тăвас тетĕп.

Эпир пĕрле промышленноҫпа ял хуҫалăхне, наукăпа вĕренĕве, культурăпа спорта аталантартăмăр, ҫулсем хыврăмăр, садиксемпе шкулсем, больницăсемпе культура ҫурчĕсем туса хута ятăмăр, картишсемпе общество вырăнĕсене хăтлăлатрăмăр, экологи ыйтăвĕсене татса патăмăр.

Эпир нумай ĕҫ турăмăр, ҫавна май хамăрăн ҫитĕнӳсемпе тивĕҫлипех мăнаҫланма пултаратпăр.

 Ҫывхарса килекен 220 ҫул пирĕншĕн – уйрăмах пĕлтерĕшлĕскер. Пĕтĕм Раҫҫейпе пĕрле эпир чаплă пулăма  – Чăваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине  –  чыслăн уявлатпăр.  Вăл 1941-1945 ҫулсенчи Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинчи Ҫĕнтерӳ 75 ҫул тултарнипе тата ăна сума суса пĕлтернĕ Раҫҫейри Астăвăмпа мухтав ҫулталăкĕпе пĕр килет.

Ҫак сумлă уявсене тивĕҫлĕ шайра паллă туни пире пурсăмăра та нихҫанхинчен тачăрах пĕрлештерессине шанса тăратăп. 2020 ҫул ырă улшăнусемпе телейлĕ самантсем илсе килтĕр, пире  аталану ҫулĕпе малалла тухăҫлăн утма вăй-хал кӳтĕр, пурнăҫра кăсăк та паллă пулăмсемпе пуянлаттăр.

Кашни ҫемьерех юрату, ҫураҫупа килĕшӳ хуҫаланччăр тата унта ачасен хаваслă кулли янăратăр!

Пурсăра та ҫирĕп сывлăх, ҫĕкленӳллĕ кăмăл-туйăм, чун хавалĕпе иксĕлми вăй-хал, ăнăҫу, ырлăхпа телей сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                   Михаил Игнатьев.                       



31 декабря 2019
21:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter