Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Чăваш наци радиовĕн тӳрĕ эфирĕнче пулнă, халăхăн ыйтăвĕсем ҫине хурав панă

Михаил Игнатьев в прямом эфире ответил на вопросы слушателей Национального радио, а также читателей газет «Советская Чувашия» и «Хыпар»Раштав уйăхĕн  4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев Чăваш наци радиовĕн тӳрĕ эфирĕнче пулнă, халăхăн ыйтăвĕсем ҫине хурав панă.  Республикăра пурăнакансем чылай ыйтăва хускатнă, вăл шутран «Советская Чувашия» тата «Хыпар» хаҫатне вулаканĕсем те  республика Ертӳҫинчен тĕрлĕ ыйтусем ҫине тӳрех хуравсем илнĕ.

Палăртмалла, виҫĕ кун хушши тата паянхи эфир пуҫланиччен тăтăшах ыйтусем республика Пуҫлăхĕ патне килсе тăнă, халăх хăйсене кăсăклантаракан лару-тăру пирки шăнкăравласа, электрон почтисем ҫине, социаллă сетре  ҫырса кăтартнă.  Пĕтĕмĕшле калас пулсан, ку хутĕнче 130 ытла ыйту килсе ҫитнĕ республика Пуҫлăхĕн ячĕпе. Пĕр сехет ҫурă яхăн ытла тăсăлнă эфирта  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ 23 ыйту ҫине тӳрех хуравсем панă, хăшĕ-пĕрисене ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ.  

2020-мĕш ҫулхи республика Правительствин приоритетлă ҫул-йĕрĕсем пирки сăмах пуҫарнă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев 2020  ҫул тата 2021-2022-мĕш ҫулсем валли республика бюджетне пăхса тухса ҫирĕплетсе хăварнине хыпарланă.  Закона йышăннă, алă пусса ҫирĕплетнĕ тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. Бюджетра яланхиллех социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама чылай укҫа пăхса хăварнине асăннă регион Пуҫлăхĕ.  Чăваш Республикин патшалăх программисемпе ĕҫлеме ҫителĕклĕ тĕрев куҫасса та пĕлтернĕ Ерӳҫĕ.  Муниципалитетсен программисем те ҫитес ҫул пурнăҫа кĕрсе пырасси куҫкĕретех тенĕ вăл. Граждансене валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлесе тăратнине, вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕ вăй илсе пынине, халăхăн пурăнас ĕмĕрĕ вăрăмланнине, хулан хутлăхне лайăхлатассипе йышăннă ĕҫсене пурнăҫланине, ҫынсене ҫурт-йĕрпе тивĕҫтернине, экологи, вĕренӳ тата ытти сферăри ҫитĕнӳсене палăртнă.    

 «Эпир ҫав тери лайăх кăтартусемпе ҫулталăка вĕҫлесе пыратпăр. Раҫҫей Федерацийĕн ытти субъекчĕсем хушшинче пирĕн республика тивĕҫлĕ вырăнта.  Ҫĕнĕ ҫулта пĕрремĕш ĕҫ кунне те хаваслă кăмăл-туйăмпах ĕҫе тытăнăпăр. Тĕллевсем пысăк, программăсемпе ĕҫлеме укҫа-тенкĕне те вăхăтра куҫарăпăр. Кун пирки никамăн та пăшăрханма кирлĕ мар», - тенĕ республика Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич.   

Сăмах май, эфир вăхăчĕпе усă курса Чăваш Ен Пуҫлăхĕ регионта пурăнакансене пурне те пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртсе пыма пысăк витĕм кӳнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  2020-мĕш ҫулта республика хыснинче вăл программăпа малалла ĕҫлеме 270 млн тенкĕ уйăрнине асăннă Пуҫлăх.  

«Ҫуркуннен пĕрремĕш кунĕнченех проектсене пурнăҫа кĕртме пикенмелле. Чăрмавсем кăларса тăратмалла мар», - тенĕ вăл.  

Ял ипотеки пирки те ҫынсем ыйту панă республика Пуҫлăхне. Михаил Васильевич ыйтăва хуравланă май, ҫитес ҫул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа ҫĕнĕ программа вăя кĕрет тенĕ. Ставкăн чи пысăк виçине Раççей Федерацийĕн Правительстви çирĕплетнĕ. Вăл 3% ытла мар. Кредита субсидилеççĕ: банкăн рынок ставкипе çăмăллăхлă ставкăн хушшинчи уйрăмлăха федераци бюджетĕнчен саплаштараççĕ. Кредит илекен çын договорта çăмăллăхлă ставкăна çеç курать - çулталăкра 3% ытла мар. Çакă Раççейри ипотека историйĕнче питĕ пĕчĕк ставка шутланать. Программа ял территорийĕнче  вырнаçнă куçман пурлăх объекчĕсене туянма лайăх майсем туса парать. Çакăнта маларах илнĕ ипотека кредичĕсене рефинансировани тăвасси те кĕрет. Сăмахран, ялти ипотека пулăшнипе уйрăм çынран е юридици сăпатĕнчен, уйрăм предпринимательтен пурăнмалли пӳлĕм е хатĕр çурт-йĕр çĕр лаптăкĕпе пĕрле суту-илӳ договорĕ тăрăх туянма пулать. Çавăн пекех куçман пурлăхăн пĕрремĕшле е иккĕмĕшле рынокĕнче пурăнмалли хваттере, çурт-йĕре пая кĕрсе тумалли договор тăрăх е правăна куçарса памалли договор тăрăх туянма ирĕк пур. Кредит илнĕ укçа-тенкĕпе çĕр лаптăкĕ туянса унта подряд договорĕпе çурт тума пулать е харпăрлăхра çĕр пур пулсан çурт-йĕр лартма, подряд договорĕпе тума пуçланă çурт-йĕр строительствине вĕçлеме пулать. Асăннă кредита илме Раççей Федерацийĕн 21-65 çулсенчи кирек хăш гражданинĕ те заявка пама пултарать. Вăл çав самантра хулара е ялта пурăнни пĕлтерĕшлĕ мар. Çавăн пекех туянакан çурт-йĕрте регистрациленме те кирлĕ мар. Кредит калăпăшĕ 100 пинрен пуçласа 3 млн таран. Чи пысăк срок - 25 çул тесе паха хыпара пĕлтернĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев.

Транспорт реформи те кун йĕркинче. Михаил Васильевич газельсем вырăнне пысăк автобуссем ҫӳрени инкексем пулассинчен пăрнине асăннă.  Ҫулсем ҫинче йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ те самай чакрĕ тенĕ Пуҫлăх сăмаха малалла тăснă май. Пур-пĕрех автобуссем час-часах ҫӳременни халăха канăҫсĕрлетет.  Ыйтăва паян та радио эфирĕнче хускатнă.  

Ку хутĕнче ял тăрăхĕсенчи таса шыв, патшалăх пулăшăвĕсем пирки тата та ытти чылай ыйтăва сӳтсе явнă.   

Чи нумай ыйту республика Пуҫлăхне Шупашкарсем, Ҫĕнĕ Шупашкарсем, Вăрмарсем, Канашсем, Ҫĕмĕрлесем, Ҫĕрпӳсем панă.

Паян эфирта тухайман ыйтусем ҫине те хуравсем парĕҫ. 

Михаил Васильевич Игнатьев мĕнпур ыйтусене ҫирĕп тĕрĕслевре тытĕ, министерствăсем, ведомствăсем, муниципалитетсем епле татса панине  шута илĕ.    

Фоторепортаж



04 декабря 2019
17:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter